АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăл пуласлăхĕ

15 марта 2011 г.

Ăс-хакăл пуласлăхĕ

Вăрмарти Культурăпа кану центрĕнче «Çулталăк вĕренекенĕ – 2011» конкурс финалĕ иртрĕ. Вăл «Ăс-хакăл пуласлăхĕ паян çуралать» девизпа пулчĕ. Залра пуçтарăннисем ачасем тавçăрулăх, ăс-тăн енчен маттур пулнине курса тĕлĕнчĕç.

Александра Петрова, Татьяна Пугачева, Эльвира Иванова паллашу конкурсне хăйне евĕрлĕ интереслĕ йĕркеленĕ. «Оратор ăсталăхĕ» конкурсра вĕренекенсем анализ тума, пĕтĕмлетме, шухăшсене аргументлама пĕлнине кăтартнă. Кунта уйрăмах Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен Т.Пугачева ăста пулнă. Музыка инструменчĕсемпе калама пĕлнине, художество енчен пултаруллă, вокаллă ăсталăхлă пулнине Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти Н.Алексеева, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти Н.Егорова, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А.Иванова кăтартнă. Мăнçырмари вăтам шкулти А.Архипов пур тĕрĕслевсем витĕр тивĕçлĕ тухса «Вĕренме ăнтăлнăшăн» номинацире лауреат ятне тивĕçнĕ.

Çав-çавах 7 финалистран чи маттурри, «Çулталăк вĕренекенĕ – 2011» ята тивĕçекенĕ Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Саша Петрова пулнă. Хĕршĕн çак конкурс пĕрремĕш мар, иртнĕ çул та лауреат ятне илнĕ вăл. Мероприятие Саша тĕплĕн хатĕрленни сисĕнчĕ, унăн сăмахĕ хăйне евĕр пуян содержаниллĕ, тарăн шухăшлă пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика