15 марта 2011 г.
Ял хуçалăхĕ - экономика кăна мар, вăл пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркин сайра хаклăхĕсене упраса хăварни, апла пулсан, пурнăç йĕркине, наци культурине тата сывлăхне, эппин, нацие хăйне сыхласа хăварни. Çавна май ялăн социаллă тата экономика пурнăçне малалла аталантарас енĕпе комплекслă пурнăçламалли ĕçе, чи çĕнĕ технологисемпе усă курса ял хуçалăх производствине çирĕппĕн аталантармалли нумай енлĕ ыйтусене татса парассипе «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ тĕллевлĕ ĕçлет.
Юлашки çулсенче ял хуçалăх отраслĕнче çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе республика правительстви курăмлă ĕçсем тăвать. Кунта çавăн пекех мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ял хуçалăхĕнче туса илнĕ продукцие вырнаçтарасси вара тепĕр хăйнеевĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм темелле. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен чылай чухне ăна ăçта вырнаçтарас ыйту тухса тăрать. Юлашки вăхăтра ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата уйрăм кил хуçалăхĕнче ĕне-выльăх усракансене сĕт ăçта вырнаçтарасси шухăшлаттарать. Çуркунне çывхарса пынă май унăн хакĕ вара йÿнелсех пырать.
Маларахри çулсенче пирĕн районта сĕт завочĕ ĕçлетчĕ. Самана таппи улшăнса пынă май, вăл та хупăнса ларчĕ. Рынокри конкуренци пуç пулса тăнă май ун чухне чылай предприяти панкрута тухрĕ. Хальхи вăхăтра сĕт заводне çĕнĕрен чĕртес тĕллевпе район администрацийĕ курăмлă ĕçсем тăвать. Çавна май пирĕн районта нумаях пулмасть «Урмары - молоко» тулли мар яваплă общество йĕркеленчĕ. Çакă вырăнта тавар туса кăларакансене аякка каймасăрах продукцине асăннă обществăна вырнаçтарма май парать. Унăн пуçлăхĕ Любомир Иванович Григорьев палăртнă тăрăх, асăннă общество унчченхи сĕт завочĕн территорийĕнче вырнаçнă. Вĕсем ăна арендăна илнĕ. Çитес вăхăтра кунта цех уçма палăртаççĕ. Вăл вара малашлăхра тăпăрч, пастеризациленĕ сĕт кăларассипе ĕçлĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси те планра вĕсен. Малтанлăха кунта 8 çын илме палăртаççĕ. Каярахпа, сĕт завочĕ пысăк хăватпа ĕçлесе кайсан, ĕççыннисен йышĕ татах та нумайланĕ. Çитес вăхăтра кунта çĕнĕ оборудовани вырнаçтарма шутлаççĕ. Асăннă общество ĕçе тытăннă тесен те йăнăш пулмасть. Хальхи вăхăтра вĕсем сĕт пухассипе Вăрмар райповĕпе ĕçлеççĕ.Унсăр пуçне Шăхаль, Тикаш тата ытти ялсенчен те сĕт пухаççĕ. Кунне пирĕн районтан 4 тонна сĕт пухса ăна Канашри сыр тăвакан комбината ăсатаççĕ. Чылайăшне сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать. Эпир кун пирки Л.Григорьевпа та калаçрăмăр. Вăл пирĕн тăрăха типĕтнĕ сĕт илсе килни, вăл вара йÿнĕрех хакпа сутăннăран ĕне сĕчĕн хакĕ чакни çинчен каларĕ.
Çакна палăртмалла: нумаях пулмасть ку ыйтăва сÿтсе явас тĕлĕшпе ЧР Агропромышленноç тата Сĕт союзĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Пуçлăхсем унта сутлăх сĕте йÿнетнĕрен хуçалăхсен тăкаклă ĕçлеме тивни, продукцирен илекен тупăш апат хакне саплаштарма та çитменни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕ. Сÿтсе явнă ыйтăва малалла тишкерме ЧР Ял хуçалăх министерствин, хуçалăхсен, продукци тирпейлекенсен ушкăнне йĕркеленĕ. Вăл сутлăх сĕт хакĕ пирки сĕнÿсем хатĕрлĕ. «Сĕт хакĕ чакни пурне те пăшăрхантарать. Малашлăхра çак ыйтăва татса парасса шанас килет», - тет Л.Григорьев çирĕм çул ытла çак ĕçпе тăрăшса вăй хунă май. Эппин вĕсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр.