АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пинерте çĕнĕ шкул пулĕ

15 марта 2011 г.

Иртнĕ кунсенче пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Дмитриева пулнă.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, министр заместителĕ Н.Дмитриева, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çитсе курнă. Унта педагогсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, кадетсемпе интересленнĕ, компьютер класĕнче çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Çавăн пекех библиотекăна, спортзала ачасем мĕнлерех çÿренипе кăсăкланнă.

Унтан ĕçлĕ ушкăн Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пулса кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă. «Шкул - 2100» программăпа иртекен иккĕмĕш класри математика урокне итленĕ. Çитес вăхăтра кунта 160 ача çÿремелĕх шкул хăпартмашкăн строительство ĕçĕсем пурнăçламалли çинчен палăртнă. Ку тĕлĕшпе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлес ĕç пырать. Ĕçлĕ ушкăн çавăн пекех Арапуçĕнчи «Теремок» ача садĕнче те пулса курчĕ. Кунта ачасене аталанмашкăн, ырă, сывă çитĕнмешкĕн пĕтĕм условисем те пур. Çитес вăхăтра тепĕр ушкăн уçма палăртас тĕллевлĕ вĕсем. Н.Дмитриева шкул çулне çитмен ачасене пахалăхлă пĕлÿ пама ятарлă оборудовани туянма 10000 тенкĕлĕх свидетельство пачĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов ачасене çирĕп сывлăхлă, ăслă-тăнлă çитĕнме сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика