АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç кодексне пăсаççĕ

11 марта 2011 г.

Вăрмар район прокуратури ĕç законодательствине «ОВАС» Вăрмарти çĕвĕ фабрики» тулли мар яваплă общество мĕнлерех пурнăçлани пирки тĕрĕслÿ ирттернĕ вăхăтра ĕç çыннине ĕçе илни çинчен калакан хушăва кăларнă чухне ĕç законодательствине пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă.

РФ Ĕç кодексĕн 68 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн йышăннă ĕç килĕшĕвне тĕпе хурса ĕç паракан хушу кăларса ĕçе илет.Кун пек чухне ĕç килĕшĕвĕпе хушăвăн содержанийĕ пĕр пулмалла.

РФ Ĕç кодексĕн требованийĕсене пăсса генеральнăй директор ĕç çыннине ĕçе илнĕ чухне хушура заявлени кăна кăтартнă. Ĕç законодательствин требованийĕсене пăснă çÿлерех асăннă тĕслĕхсене пĕтерме представлени тăратнă.

Ĕç паракансене тата район ĕç çыннисене пĕлсе тăма: РФ административлă право йĕркисене пăсассипе хирĕç кĕрешекен кодексĕн 5.27 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç паракансем Ĕç законодательствин требованийĕсене пăснăшăн административлă явап тытаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика