11 марта 2011 г.
Вăрмар район прокуратури тата Раççей МЧСĕн республикăри Тĕп управленийĕн Вăрмар районĕнчи надзор пайĕ транспорт инфраструктурин объекчĕсенче ваккăн сутмалли вырăнсене вырнаçтарнă чухне законодательствăна еплерех пурнăçланине тĕрĕсленĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнни çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
Тĕрĕслев «АвтоВАС» АУОн Вăрмарти станцийĕн начальникĕ Л.Чернова автовокзал зданийĕнче пушартан сыхланмалли мерăсене çителĕклĕ пурнăçламаннине тупса палăртнă. Автостанцире пушар хăрушсăрлăхĕн инструктажне, пушарпа техника занятийĕсене ирттермелли йĕркене тата вăхăтне палăртман. Автовокзалти эвакуаци алăкĕ питĕрĕнсе тăни халăха шал енчен уçăсăр уçса тухма май памасть. Çакă пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăсни пулать. Çавăн пекех халăх кĕтмелли залра светильниксем çутта сапаламасăр çутатаççĕ. Тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн район прокуратури автостанци начальникĕн ячĕпе административлă явап тыттарасси пирки ĕç пуçарнă, ăна надзор ĕçĕн пайне ăсатнă.