АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн пурнăç нумай енлĕ

11 марта 2011 г.

Вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш çур çуллăхĕ кая юлчĕ. Сисĕнмесĕр иртеççĕ çав хаваслă кунсем. Каялла çаврăнса пăхатăн та - мĕн кăна кăсăкли çук-ши унта! Кашни кун тенĕ пек викторина, конкурс, вăйă-урок тата тем тепĕр.

Пирĕн Энĕшпуç шкулĕнче пурĕ 207 ача вĕренет, вĕсенчен 34 вĕренекен ют ялтан çÿрет. Вĕсене тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ парас тĕлĕшпе 24 учитель тăрăшать. Эпир хамăр шкула питĕ юрататпăр, вăл пысăк, çутă хăтлă.

Шкул пурнăçĕ çав тери хĕрÿ иртет, эрнесерен, уроксемсĕр пуçне, мĕн те пулин туса хатĕрлемелли тупăнатех. Акă, иртнĕ уйăха илер. Пирĕн шкулта районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсемпе пĕрле хăнара чăваш çыравçи А.Павловская пулчĕ. Вĕсем 9 класра пулса иртнĕ «Саланнă кĕлте» повесть тăрăх хатĕрленĕ уçă урока курса хакларĕç. Ачасемшĕн ку уйрăмах хумхануллă пулчĕ. Мĕн чухлĕ ыйту пухăнса çитнĕ вĕсен автортан ыйтмалли! Урок хыççăн Ангелина Ивановна аслă класра вĕренекенсемпе туслă тĕл пулу ирттерчĕ, хăйĕн çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарчĕ. Унтан çыравçă вĕренекенсене хăйпе пĕрле илсе килнĕ пĕчĕк курава ертсе кайрĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ тĕрĕ ĕçĕсем илсе килнĕ çыравçă. «Ку тĕрĕсене - ал шăллисемпе сĕтел çине сармалли шăтăкласене Е.Жачева патĕнче кружокра вĕренекен ачасем хатĕрленĕ», - пĕлтерчĕ пире хăна. Вĕсем Евгения Николаевнăпа тахçанах питĕ туслă иккен. Çапла, куçăмсăр майпа эпир тĕрĕ ăстипе те паллашрăмăр. Каярахпа Ангелина Ивановна пире чăваш тĕрри илемĕ, пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Чăвашсем мĕн авалтан питĕ сăпайлă халăх пулнă, çавăнпа та хăйсен туйăмне, шухăшне тĕрĕ витĕр кăтартнă-мĕн.

А.Павловская - пирĕн ентеш. Вăл Пĕчĕк Енккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Йышлă çемьере - сакăр ача пулнă кил-йышра - çитĕннĕ, пурнăçăн кукри-макрине те сахал мар курнă. Вăл хăйĕн хайлавĕсенче («Ыраш шăркана иккĕ лармасть», «Раштав саламĕ», «Саланнă кĕлте» повеçĕсем, «Тимахви», «Тĕнче чăнах та тăвăр» калавĕсем) пире, çамрăксене, ырра усалтан уйăрма, чыспа, тÿрĕлĕхпе пурăнма, çынпа çын хушшинче килĕштерсе пурăнма вĕрентет.

Тепĕр хыпар, декабрь уйăхĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ 20 çулхи юбилейне паллă тунă май республикăри шкулсенче вĕренекенсем хушшинче чăваш чĕлхипе олимпиада пулса иртрĕ. Унта пирĕн шкултан икĕ пултаруллă вĕренекен хутшăнчĕ: 6 класс ачи Д.Васильев тата 7 класра вĕренекен А.Васильев. Д.Васильев пĕрремĕш вырăна тивĕçлĕ пулнă. Уншăн эпир питĕ хавас, мĕншĕн тесен Дима чăнах та питĕ пултаруллă, пур енлĕн тăрăшать. Пĕрремĕш класранах вăл «5» паллăсемпе çеç вĕренет, нумай вулать, уйрăмах чăваш литературипе кăсăкланать. Класри юлташĕсем те хисеплеççĕ ăна, аслисем те кăмăллаççĕ. Эпир ăна малалла та ăнăçлă аталанса вĕренсе пыма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Çапла çав, йышлă çемьере пĕрле лайăх пулсан пурне те аван, пултаруллă ачасем кирек камăн чунне те савăнтараççĕ. Ытларах пулччăр вĕсем - пĕлÿ патнелле туртăнакансем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика