11 марта 2011 г.
Кĕтеснерти культура ĕçченĕсем РСФСР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Н.Ивановпа тĕл пулу ирттерчĕç. «Мĕншĕн Кĕтеснерте-ха, мĕншĕн Шăхальте мар?» - теме пултараççĕ хăшĕ-пĕрисем. Акă мĕншĕн: Н.Иванов - 1963-1966-мĕш çулсенче çемйипе Кĕтеснер ялĕнче пурăннă, унти шкулта вырăс чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пынă. Унсăр пуçне вăл хор кружокĕ йĕркеленĕ. Çав кружока çÿренĕ ачасем, халĕ вĕсем пурте мăнуклă, хăйсен вĕрентекенĕпе тĕл пулма кăмăл турĕç те ĕнтĕ.
Малтанах хăй ĕçленĕ шкула кĕрсе шкул ачисемпе тĕл пулса калаçма кăмăл турĕ. Иккен, кунта унăн ĕçне малалла тăсакансем вĕренеççĕ. Урăхла каласан, сăвă çыракансем. «Çунатлă çамрăклăх» сăвă кружокĕ кунта тахçантанпах ĕçлет. Ăна Л.Ломоносова йĕркелесе янă. Халĕ унăн ĕçне А.Иванов малалла тăсать. Вăл шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Ун çине пăхсан тивĕçлĕ канăва тухнă çын тесе пĕрре те калаймăн. Сăнĕпе те, чунĕпе те çамрăк вăл. Çавăнпах ĕнтĕ тавралăх илемне, чун киленĕвне сăвă йĕркисене хывать. Ачасене вĕрентме те, ялти художество пултарулăх смотрне хутшăнма та вăхăт тупать. Кĕтеснерте ун пек çынсем татах та пур. Акă, тĕслĕхрен, Антонина Палайтиене. Вăл та тивĕçлĕ канура, вăл та шкул директорĕ пулса ĕçленĕ, халĕ сăвăсем çырать, хаçатра пичетленет, сăввисемпе савăнтарать. Çак тĕл пулăва вĕсем пурте килнĕ, мĕншĕн тесен вĕсене пурне те пĕр тĕвĕ çыхăнтарать - поэзи тĕвви. Пухăннисем Н.Иванова тимлĕн итлерĕç, унăн сăввисемпе поэмисем чуна çĕклентерчĕç. Шкул ачисем те поэтăмăр сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Чăваш халăх академикĕ шкула асăнмалăх хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.
Унтан сăвă ăстисем ялти Культура çуртне çул тытрĕç. Кунта вĕсене пултарулăх ушкăнĕ композиторăн «Тăван ен» юррипе кĕтсе илчĕ. Савăнăçлă тĕл пулу çавра сĕтел хушшинче иртрĕ. Уява Л.Ломоносова ертсе пычĕ. Кунта Н.Иванов юррисем те, сăввисемпе юптарăвĕсем те, хăй Кĕтеснер ачисене кружокра вĕрентнĕ юрăсем те янăрарĕç. Темле асамлăн та, çепĕççĕн те, çав вăхăтрах мăнаçлăн та илтĕнеççĕ унăн юррисем. Çунат хушса таçта çити вĕçсе каяс килет вĕсене илтсен. Уява килнисен кашнинех каламалли тупăнчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçу, чунтан тухнă ăшă сăмахсем кашнин чĕринче тарăн йĕр хăварчĕç. Автор тĕл пулăва килнисене асăнмалăх хăй кĕнекисене алă пусса парнелерĕ.
Библиотека ĕçченĕсем Н.Иванова халалласа «Юрăпа ирттертĕм ĕмĕре» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Унта авторăн кĕнекисене вырнаçтарнă. Сăмах май каласан, вăл çитес вăхăтра тата тепĕр кĕнеке кăларма хатĕрленет. Эпир çак саманта чăтăмсăр кĕтетпĕр. Унсăр пуçне, библиотекарьсем Н.Ивановăн «Юхать Шарпаш, юхать» кĕнеки тăрăх электронлă курав та хатĕрленĕ. Питĕ кăмăллă пулчĕ пăхса ларма. Вулакансене çак кĕнекепе паллашман пулсан, çитес вăхăтрах вуласа тухма чĕнсе калас килет манăн. Çав тери пуян та кăсăклă кĕнеке.
Уяв ăнăçлă та усăллă иртнĕ тесе шантарсах калас килет. Мĕншĕн тесен нумай-нумай хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ çынпа хире-хирĕç ларса калаçни вăл - чăн-чăн телей. Эпир, Кĕтеснерсем, хамăра çав тери телейлĕ çынсем тесе шутлатпăр. Хамăр ентешĕмĕре, хаклăран та хаклă çыннăмăра малашне те çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр, илемлĕ сăвă-юрăсем çырса халăха савăнтарасса шанатпăр.