11 марта 2011 г.
Кăçалхи мартăн 7-мĕшĕнче чăвашсен профессионаллă пĕрремĕш скульпторĕ Григорий Спиридонович Спиридонов çуралнăранпа 115 çул çитрĕ.
Вăл 1896 çулта Çĕрпÿ уесне кĕрекен Енĕш-Нăрваш ялĕнче (халĕ Тăвай районне кĕрет) çуралнă. Кÿршĕллĕ районта пулсан та, вăл Вăрмарсемшĕн те ют мар. Нăрвашри икĕ класлă училĕщĕрен вĕренсе тухсан (1912 ç.) Хусанти ÿнер шкулĕн архитектура уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă (1918 ç.). Ун хыççăн вăтам вĕрентÿ заведенийĕсенче преподаватель Çĕрпÿ уесĕн совнархозĕн Вăрмарти политпайра техник пулса тăрăшнă. Г.Спиридонов ятне 1921 çулта, пĕр тăван Моисей Спиридоновичпа паллă художникпе, Степан Разин палăкне Шупашкарта вырнаçтарнă хыççăн пĕле пуçланă. Ун хыççăн «Шăпăрçă» (1926 ç.), «Чăваш хĕрĕ - комсомолка» (1927 ç.), «Стахановец тимĕрçĕ» (1935 ç.) ĕçсем пулнă. Паллă çынсем бюсчĕсене ăсталассипе те ĕçленĕ вăл. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Григорий Спиридоновича Мускав çывăхĕнче торф предприятине ĕçлеме мобилизациленĕ. Унта вăл хытă шăннă хыççăн ÿпке туберкулезĕпе чирлет, 1946 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче вилет.