11 марта 2011 г.
Энтриялĕнчи вулавăша кун сиктерсе тенĕ пек çитмĕл çултан иртнĕ хисеплĕ ватă А.Афанасьев кĕрсе тухать. «Телевизор ывăнтарса çитерчĕ, лайăх кĕнеке вулас килет. Шкул ачи чухне те, техникумра та, институтра та манăн чи çывăх туссем кĕнекесем пулнă», - тесе кăмăллăн калаçать Александр Порфирьевич. Вăл 1939 çулта Вăрманкас ялĕнче çуралнă. 1958 çулта Шупашкарти энергетика техникумне пĕтернĕ хыççăн Оренбург облаçĕнче техник-электрик пулса ĕçленĕ. Совет çарĕнчен таврăнсан 1962 çулта Мускаври энергетика институчĕн Волжскинчи филиалне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă çамрăк кăнтăрла ĕçленĕ, каçхине вĕреннĕ. 1968 çулта, инженер-электромеханик дипломне алла илсен, Шупашкарта «Энергозапчасть» заводра мастер пулса, «Северная электросеть» предприятире инженер-электромеханик пулса нумай çул ĕçленĕ.
Унăн ĕç стажĕ пурĕ 45 çул. Пенси çулĕ çитсен вăл тăван яла таврăнать. Вун улттăмĕш çул пурăнать ялта Александр Порфирьевич. Хăтлă кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх усрать. Пулла çÿреме юратать, ухăнса утă çулать. Купăс калать, хăйĕн хитре сассийĕпе юрăсем юрлать. Пушă вăхăтра яланах унăн аллинче кĕнеке. Историпе кăсăкланать, паллă çынсен ĕçĕсемпе паллашать.
Юхма Мишшин кĕнекисене пурне те вуласа тухрĕ. Писателĕн тавра курăмĕнчен питĕ тĕлĕнет хисеплĕ ватă.
«Мĕнле ăслă, ăнланмалла çырать Юхма. Вулакана еплерех тыткăнламаллине пĕлет, историллĕ романĕсем чуна пырса тивеççĕ. «Еткер», «Термен», «Анне çăкăрĕ», «Атте пахчи» романĕсенче писатель тискер патша саманинче вилĕм шăтăкĕ умĕнче тăнă чăваш халăхĕ епле çутта тухса çĕкленсе кайнине тĕлĕнмелле çырса кăтартнă», - тесе хумхануллă калаçать Александр Порфирьевич.
Паллă чăваш ученăйĕн, Н.Никольскийăн тăватă томлă çырнисен пуххине, Библи кĕнекине тишкерсе тухрĕ.
Иртнĕ çулта вăл вăтăр ытла кĕнеке вуланă пулсан, кăçалхи çул тин çеç пуçланчĕ пулин те, пилĕк кĕнеке вулама ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ.