11 марта 2011 г.
Тупах. Вăрмар районĕнчи социаллă центр ĕçченĕсем: Н.Александрова, Т.Малинкова, А.Иванова «Ăçта икерчĕ, çавăнта çăварни» темăпа хатĕрленĕ мероприятипе Тупах ялне килсе çитрĕç. Çак тăрăхра ватă çынсене сумлаççĕ, вĕсене пăрахмаççĕ. Центрпа килĕшÿ туса пĕччен ватăсене киле пырса пулăшакансене çирĕплетсе параççĕ. Çăварни уявне центр ĕçченĕ А.Иванова уçрĕ. Ватăсен йăлине пăхăнса малтан çăварни хăш ĕмĕртен пуçланса кайни, кашни кунĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ. Алина Евгеньевна сăмаха малалла аслă ăрури çынсене пачĕ. Аса илÿ чылай вăхăт йышăнчĕ. Пĕринчен-тепри витĕмлĕрех каласа кăтартрĕç çăварни çинчен, çамрăксене çак ĕлĕкхи йăласене манса кайманшăн, хăйсене сума сунишĕн чĕререн тав турĕç. Тупах тăрăхĕнчи уяв малалла тăсăлчĕ. А.Матвеева социаллă ĕçчен хăй пăхса тăракан Ю.Родионова патĕнче, кĕмĕл сасăллă хут купăсне тăсса ярса ватăна та вĕтĕне те вырăнтан хускатса ячĕ, акăш евĕр çамрăксем карталанса ташларĕç, хаваслă юрă кĕвĕ шăрантарчĕç. «Чăннипех те хастар та пултаруллă çынсем пурăнаççĕ Тупахра», - тесе сăмаха пуçларĕ Кĕлкеш ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекен Е.Сергеева специалист. «Çакăн пек тĕл пулусем малалла та пулсах тăччăр, ĕлĕкхи йăласене çамрăксене вĕрентсе хăварни лайăх, сумлă», - терĕ. Çăварни уявне малалла Н.Александрова, Т.Малинкова тăсрĕç, ватăсене тата вĕсене пулăшакан социаллă ĕçченсене мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламларĕç. Пĕчĕк парнесем парса кăмăл турĕç.
А.ИВАНОВА, специалист.
Чупай. Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕ тата Культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ Çăварни уявне халăх йышлă пухăнчĕ. Вăл чи малтанах театрализациленĕ представленирен пуçланчĕ. Юрă-ташăпа, тĕрлĕ вăйăсемпе, шÿтсемпе иртрĕ вăл. Çамрăк ăрушăн чи интересли вара капăрлатнă лашасемпе ял тăрăх катаччи чупни пулчĕ. Шăпăрлансем вара пăр тăвайккинчен ушкăнăн-ушкăнăн ярăнчĕç. Вĕри икерчипе техĕмлĕ чейсĕр епле çăварни ирттĕр-ха; Ăна хатĕрлекенĕсем Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул поварĕсем пулчĕç. Ачасем, çамрăксем, аслă ăрурисем те чылайччен савăнчĕç уявра. Ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем валли йĕлтĕрпе чупассипе ăмăрту иртрĕ. Хĕлпе сыв пуллашнă май катемпине çунтарчĕç, çуркуннене хаваслă юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Уяв илемне кÿрекенсем чăваш эстрадин çамрăк артисчĕсем пулчĕç. Культура çуртĕнче «Çĕнĕ ятсем» эстрада концерчĕ иртрĕ. Çамрăк юрăçсем хăйсен илемлĕ те янăравлă сассисемпе ял халăхне чылайччен савăнтарчĕç, савăнăç парнелерĕç. Уява ирттерме вара С.Павлов, О.Ильин, О.Венедиктов, М.Матвеев, А.Димитриев, В.Кириллова спонсор пулса пулăшрĕç.
В.Леонтьева, библиотекарь.
Кавал. Кавал ял тăрăхĕнче Çăварни уявне ирттерме халăх йышлăн пухăнчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева вĕсене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, ял тăрăхĕн аталанăвĕн малашлăх задачисене палăртрĕ. Унтан Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ савăнăçлă концерт лартрĕ. Хăйсен илемлĕ юрă-ташшисемпе вĕсем Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая пулмарĕç. Маргаритăпа Владимир Табаковсен илемлĕ юрри вырăнти халăха тыткăнларĕ. Вĕсем тăвăллăн алă çупса пултаруллă юрăçсене татах та шăпчăк сассиллĕ юррисемпе савăнтарма ыйтрĕç. Çăварнин чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕ вăл - лашасемпе катаччи чупасси пулчĕ. Çуна тулли ача-пăча ял тăрăх ярăнса Çăварни çинчен юрăсем юрларĕ, такмаксем каларĕ. Тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене те вырăнти халăх активлă хутшăнчĕ. Нумайăшĕ вĕсенчен парнеллĕ пулчĕ. Вĕри икерчи, сиплĕ чейĕ, техĕмлĕ шашлăкĕ пурте, пурте пулчĕç уявра. Чи пĕлтерĕшлĕ пулăм - уйрăм çын предприниматель В.П.Мучуков ял халăхĕ валли «Стрелец» лавкка уçни пулчĕ. Çак лавккара лотерея вылявĕ те иртрĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ял халăхĕшĕн Çăварни савăнăçлă иртрĕ, асра юлчĕ.
М.Табакова, тĕп специалист.
Тикаш. Çăварнине ăсатас енĕпе çыхăннă официаллă мероприятисем пуçланиччен пĕр сехет маларах тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе, шăнкăравсемпе илемлетнĕ, çунасем кÿлнĕ лашасене вĕсен хуçисем урама илсе те тухрĕç, çынсене ярăнтарчĕç. Палăртнă вăхăт çитсен пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов ăшшăн саламласа çирĕп сывлăхпа телей, тулăх тыр-пулпа пахча çимĕç туса илме сунчĕ. Унтан культура ĕçченĕсем уява хăйсен аллине илчĕç - халăха концертпа савăнтарчĕç. Спорт вăййисемсĕр иртет-и вара ял-йыш пĕрле пухăнсан? Ку хутĕнче те çапла пулчĕ, çынсем чунтан савăнчĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Уява укçасăр ирттереймĕн, ку хутĕнче савăнăçлă мероприятие ирттерме «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Иванов пулăшрĕ.
В.НАРСОВ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ.