11 марта 2011 г.
Кире пуканĕ йăтассипе районта мала тухассишĕн ăмăртăва хăçан йĕркеленине спортсменсем ас тумаççĕ те пулĕ. Юлашки хут 1989 çулта ирттернĕ ăна.
Спортăн çак тĕсне чĕртсе ярас тĕллевпе района сумлă делегаци килсе çитрĕ: кире пуканĕ йăтассипе ЧР Федераци президенчĕ Ю.Карпов, Федерацин яваплă секретарĕ П.Сидоров, членĕ З.Иванов, Чăваш наци конгресĕн Физкультурăпа спорт енĕпе яваплă В.Васильев, Раççейри чăваш наци автономийĕн культура пайĕн председателĕн заместителĕ А.Волков. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин йышăнчĕ, спортăн çак тĕсне аталантарассине йăлана кĕртмеллине палăртрĕ.
Хăнасемпе кире спортне юратакансем часах Арапуç ялне васкарĕç. Кунти Культура çуртĕнче паян кире пуканĕ йăтас енĕпе Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн, Раççей спорт мастерĕн А.Агеевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту пулать. Халăх, спортсменсем самаях пухăннă. Пурте çивĕч ăмăрту пуласса кĕтеççĕ.
- Районта спортăн тĕрлĕ енĕпе тупăшусем тăтăшах йĕркелетпĕр. Велосипедпа чупассипе чылайранпа ĕнтĕ Раççей Кубокĕн ăмăртăвĕсене ирттеретпĕр. Мĕншĕн-ха кире пуканĕ йăтассипе ăмăртмалла мар. Ăна та йĕркене кĕртĕпĕр. Ăмăртăва хутшăнакансене пурне те ăнăçусем сунатăп, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин спортсменсене саламланă май. Унтан кире спорчĕн республикăри федерацийĕн президенчĕ Ю.Карпов, Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев саламларĕç.
Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Культура çурчĕн сцени çинче спортсменсем икĕ помост çинче тупăшаççĕ. Чи малтанах ветерансем хушшинче виçĕ хут тĕнче чемпионĕ, тăватă хут Раççей чемпионĕ, Кавалта çуралса ÿснĕ Б.Чернов мастер-класс кăтартать. 24 килограмлă кире пуканĕсене икĕ алăпа кăкăр çинчен 20 хут тĕкрĕ.
Унтан икĕ помост çинче тупăшусем пуçланчĕç. Хăйсен ушкăнĕсенче чемпион ятне Д.Федоров, С.Иванова, А.Семенов (Арапуç), А.Павлова, Д.Григорьев (районти пушар чаçĕ), А.Хованский, О.Мефодьев (Вăрмар поселокĕ), В.Алексеев, Е.Тян (Энĕшпуç) çĕнсе илчĕç.
68 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче А.Агеев 10 минутра снарядсене кăкăр çинчен 70 хут тĕртсе икĕ упражненире 140 очко пухрĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ветерансенчен Б.Чернов çĕнтерчĕ, алăсене улăштарса снаряда 100 хут çĕклерĕ.
Предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче пĕрремĕш вырăна районти пушар чаçĕн команди тухрĕ. «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕн команди иккĕмĕш вырăнта. Ял тăрăхĕсен командисем хушшинче Арапуçсем чи пултаруллисем пулчĕç. Энĕшпуç ял тата Вăрмар хула тăрăхĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Кавалсем тăваттăмĕш пулчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, медальсемпе наградăларĕç, укçан парса хавхалантарчĕç. Çав кунах ăмăртăва хутшăннă спортсменсем кире пуканĕ йăтас енĕпе районти Федерацине туса хучĕç, унăн руководителĕ пулма Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхне, Раççей спорт мастерне А.Агеева суйларĕç.