11 марта 2011 г.
Кăçалхи февралĕн 25-26-мĕшĕсенче Çĕмĕрле район территорийĕнче республикăри хĕллехи ял спорт вăййисем иртнĕ. Унта 21 районтан 400 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртăва килнисене ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Мурашкин тата ыттисем саламланă.
Пурĕ 10 тĕрлĕ спорт енĕпе ăмăртнă: йĕлтĕрпе чупасси, полиатлон, кире пуканĕ йăтасси, шывра ишесси, шашка, шахмат тата хоккей. Йăлана кĕнĕ спортăн çак тĕсĕсемсĕр пуçне доярсем, механизаторсем тата спорт çемйисем тупăшнă.
Икĕ кун пынă çивĕч кĕрешÿре пирĕн район команди улттăмĕш вырăн йышăннă. «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче ĕçлекенсен тăрăшулăхне уйрăмах палăртмалла. Район чысне хÿтĕленĕ О.Иванов, Л.Чернова, О.Михайлова, Д.Иванов 4х25 метрлă дистанцире шывра ишсе пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Кире пуканĕ йăтакансем те хастар пулнă. Арапуç ял тăрăхĕн команди виççĕмĕш вырăна тухнă. Уйрăммăн илсен, 105 килограмран ытларах таякан спортсменсем хушшинче А.Семенов чи мала тухнă, пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 78 килограмлă спортсменсенчен Раççей спорт мастерĕ А.Агеев тата 70 килограмм ытларах таякансенчен Е.Тян иккĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. 70 килограмм таран виçеллисенчен С.Иванова виççĕмĕш пулнă.Хăйсен ушкăнĕсенче йĕлтĕрпе чупассипе В.Данилов (Кĕлкеш) пĕрремĕш, турник çинче туртăнассипе иккĕмĕш вырăнсене тухнă. Йĕлтĕрпе чупассипе С.Данилова (Кĕлкеш) иккĕмĕш пулнă.
Район команди шахматла тата хоккейла выляссипе - пиллĕкмĕш, йĕлтĕрпе чупассипе - çиччĕмĕш, шашкăлла выляссипе тата доярсем саккăрмĕш вырăнсене тивĕçнĕ.