11 марта 2011 г.
çапла ят панă тинтерех кăна Шупашкарта пичетленсе тухнă кĕнекине пултаруллă спортсмен, милици ветеранĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Николай Павлович Михайлов. Кĕнекере ял историне, кÿршĕ ялсенчи тутарсемпе туслă пурăннине, шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ май, хăйĕн службăри тивĕçĕсене пурнăçланă чухне асра юлнă интереслĕ самантсене, спортри кун-çулне илсе кăтартнă. Ялти Куçтанка йăхĕпе тата ыттисемпе тĕплĕн паллаштарнă. Çитес çул ял пуçланса кайни 455 çул çитет тесе шутлать автор. Ял старости Юрий Иванов каланă тăрăх, çак паллă пулăма анлăн уявлама, унта ялтан тухнă паллă çынсене йыхравлама палăртаççĕ. Ялĕ пысăках мар пулин те, хăйсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе чапа тухнă çынсем сахал мар. Сăмахран А.Андреев (1925-1980 ç.ç.) нумай çул Китайра СССР посольствинче ĕçленĕ. 1887 çулта çуралнă Александр Антонович Антонов ялти шкул хыççăн пĕлĕве Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуçĕнчи икĕ класлă училищĕре, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче малалла тăснă. Чĕмпĕрти духовнăй семинарине, Мускаври духовнăй академин филологи уйрăмне (1904ç.) вĕренсе пĕтернĕ. РСФСР халăх комиссариатĕнче вăй хунă. Халăха çутта кăларас енĕпе нумай вĕренÿ пособийĕсен авторĕ. Вăлах Кивĕ Вĕренер çинчен кĕнеке кăларнă. Районти ялсем çинчен калакан пĕрремĕш кăларăм пулнă вăл.
Киввĕренерсем хăйсен ентешĕпе, Самарăра пурăнакан техника ăсталăхĕсен докторĕпе, В.Тарасов профессорпа тивĕçлипе мухтанаççĕ.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ, ял хуçалăх наукин кандидачĕ Вениамин Тимофеевич Спиридонов та çак ялтанах. Чăваш Республикин ял хуçалăх тата Раççей Федерацийĕн профессиллĕ вĕренÿ министерствисен Хисеп грамотисемпе хаклă парсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ.
Сăн ÿкерчĕксемпе паллашнă май, куç умне ялти хисеплĕ çынсем тухса тăраççĕ, Н.Тарасов вăрçă хыççăн колхоз председателĕнче, кайран 30 çул ытла бригадирта тăрăшнă. Г.Захаров вăрçăран çĕнтерÿпе таврăнсан ял Совет председателĕнче вăй хунă. Г.Иванов 17 çултах бригадирта ĕçлеме пуçланă. В.Иванов отставкăри милици майорĕ, çамрăк чухне Акатуйсенче кĕрешсе темиçе хут çĕнтернĕ.
Пысăках мар кĕнекере районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ пулнă Г.Матвеева та вырăн панă. Унта вăл çак ялти Илья Алексеевич Алексеева юбилей ячĕпе сăвăпа саламланă. Вĕсем иккĕшĕ вăрçă вăхăтĕнче Владивосток çывăхĕнчи Артем хулинчи шахтăра пĕрле ĕçленĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те тăтăшах тĕл пулнă.
Кĕнекери пысăках мар очерксемпе аса илÿсем те интереслĕ, лайăх вуланаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан спорт ветеранĕн тăваттăмĕш кĕнеки ку. 2006 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки - «Пурнăç йĕрĕ» тухнă. 2007 çулта - «Пулни-иртнисем», 2009 çулта «Сукмакăн та вĕçĕ пур» кĕнекисем кун çути курчĕç.