АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнăçра та, хурлăхра та пĕрле

11 марта 2011 г.

«Пурнăç - çĕр тĕрлĕ пăрăнăç», - тесе ахальтен каламаççĕ çав халăхра. Савнисем пĕрлешиччен пĕр-пĕрне час-часах: «Чунтан юрататăп сана, чунăмçăм, кăвакарчăнăм, сана ĕмĕрĕпе алă çинче йăтса çÿрĕп, тÿпери чи çутă çăлтăр санăн пулĕ», - тата çакăн йышши ытти ачаш сăмахсем калаççĕ.

Каярахпа вара: «Кирлĕ мар эсĕ мана, ухмах», - тени илтĕнме тытăнать кил-тĕрĕшре. Чашăк-тирĕк вĕçме е çĕмĕрме тытăнсан упăшки е арăмĕ уйрăлса тухса каясси те инçе мар. Мĕншĕн çавăн пек пулса тухать-ха? Кам айăплă çакăншăн; Эпир халĕ пурте пурнăç çине йăвантарма пикенетпĕр. Ăнланманлăха, ăнманлăха пĕр тĕвве çыхăнтаратпăр. Шутласан-тусан аплах та мар иккен. Мĕншĕн тесен пурнăçа эпир хамăр йĕркелетпĕр. Умра вара шăйрăксем, тĕмĕскесем темĕн чухлĕ. Пурнăç кукрашкисене пула чун савнисем пĕр-пĕринчен сивĕнеççĕ: пĕр-пĕрне хисеплеменрен, ăнланма тăрăшманран, пĕри теприне шанманран.

Патшалăх çирĕп пуласси çемье тĕрекĕнчен килет. Шел пулин те, чылайăшĕ халь пĕрлешсен темиçе çултанах уйрăлать. Малашлăх пирки шухăшлама мĕн чăрмантарнă-ши; Ачалăхри айванлăх сĕрĕмĕ иртсе кайманран та килет пулĕ çакă. Туслă çÿренĕ вăхăтра каччăн хĕре сăнамалла: еплерех калаçать вăл, типтерлĕ е сăпайлă-и, ырă кăмăллă та ĕçчен-и; Çемьери тавлашу мĕнрен сиксе тухать-ха; Паллах, укçа-тенкĕ çитсе пыманран. Çемьене упăшкан тăрантармалла теççĕ. Ку тĕрĕс те пулĕ. Анчах та шалу виçи пĕчĕк пулсан... Йывăрлăхсем темĕн чухлех. «Ялта çерçи выçă вилмест», - теççĕ. Вăй питти арсем укçа шыраса кутамкка çакса вăрăм çула кĕскетеççĕ. Пушаннă ялсенче тивĕçлĕ канăва тухнă мучисемпе кинемейсем ачи-пăчисене тунсăхласа кĕтеççĕ. Хутран-ситрен автансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла авăтаççĕ. Апла пулсан ял пурăнать, чĕрĕлĕх çути сăн-сăпатра ялкăшса вылять. Ача-пăча сасси янрасан, ку кил-çуртра е ялта пурнăç иксĕлмест-ха теме пулать. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, хисеплесе пурăннине нимĕн те çитмест. Упăшкипе арăмĕн савнăçне те, хурлăхне те пĕрле чăтса ирттермелле. Çут çанталăкра пурте мăшăрлă. Çав пĕрлĕхе ĕмĕрлĕхе упрама тăрăшмалла. Çапла кăна эпир хамăра телейлĕ тесе шутлама пултаратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика