01 марта 2011 г.
Хĕвел çур енне çаврăнчĕ пулин те, хĕл сивви каялла чакасшăн мар. Кивĕ Вăрмарти çыхăну уйрăмĕнче ĕçлекенсем миçемĕш çул ĕнтĕ сивĕ вăхăтра кунта ăшă кураймаççĕ.
Ял тăрăхĕ районта чи пысăккисенчен пĕри, эппин хаçат-журнал çырăнса илекенсем те, Раççей почти сĕнекен тĕрлĕ продукцие илекенсем те йышлă. Пире, кунта çÿрекенсене, сивĕ пÿлĕм кĕтсе илни пĕрре те кăмăллă мар. Кашни кунах пирĕн килсене çÿрекен почтальонсем пирки вара мĕн каламалла - шăнаççĕ почтальонсем, эппин халăха кирлĕ пичет изданийĕсемпе, таварсемпе тивĕçтерекенсене те тивĕçлĕ услови туса памаллах пулĕ. Хĕл иртет те каллех хĕл çитет. Сывлăх вара кашнишĕн пĕрре.