АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Павел атте

01 марта 2011 г.

Кивĕ Шăхаль ялĕнчи Петĕрпе Павел çветтуй Апостолсен чиркĕвне 1765 çултах уçнă, 1871 çулта юсав ĕçĕсем пурнăçласа улшăну ĕçĕсем ирттернĕ.

Пĕр престоллă, йывăçран пулнă вăл. 1936 çулта ăна хупнă. Çулсем иртнĕ май Шăхальсем Турă пулăшнипе Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пилленипе кивĕ шкул çуртĕнчен чиркÿ туса лартма пултарчĕç. Ăна уçнăранпах кунта кĕлĕсем Павел атте ирттерет. Районти ытти чиркÿсенче службăна ытларах çамрăк пачăшкăсем ирттреççĕ пулсан, вăл вара - çулĕпе чи асли. Апла пулин те кунта çамрăксем те ватăсемпе пĕрле чун канлĕхне тупаççĕ, Турă сăмахне итлеççĕ: мăшăрланакансем венчете тăраççĕ, салтака каякансем тивлет илсе хĕрес çакаççĕ, тин çуралнисене шыва кĕртеççĕ, шкул çулне çитнисем Тур юнне сыпаççĕ. Вĕсемпе пĕрле пур ял çынни те Павел аттене пуриншĕн те тав сăмахĕ калать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика