АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли кăмăлпа таврăнтăмăр

01 марта 2011 г.

Шупашкарта тĕрлĕ музейсенче, театрсенче темиçе хутчен те пултăмăр эпир ку вĕренÿ çулĕнче. Анчах кайран кайнă çул çÿрев пуринчен те асра юлмалли пулчĕ.

Шупашкара çитсенех эпир, Тикаш шкулĕнче 7, 8 классенче вĕренекенсем, «Тантăш» хаçатăн çывăх тусĕсем, ăна юратса вулакансем, шкулти «Çамрăк хунав» кружокăн активлă членĕсем, Трактор тăвакансен Культура керменĕнче юратнă хаçатăн 80 çулхи юбилейне халалланă уява хутшăнтăмăр. Республикăн пур кĕтесĕнчен те пухăннă кунта.

Уяв программи çав тери пуян пулчĕ. «Тантăш» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем хăйсен ĕçне-хĕлне презентацилерĕç. Вĕсен çепĕç калаçăвне итлеме мĕн тери кăмăллă пулчĕ пире. Тĕрлĕ районтан килнĕ фольклор ушкăнĕсем, фольклор ансамблĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Ачасем çав тери пултаруллă пулни пурне те тыткăнларĕ. «Вĕç, вĕç, куккук» юрра 7-мĕш класс арçын ачи пĕр-пĕччен, пĕр кĕвĕ пулăшăвĕсĕр юрланă чухне çавăн пысăкăш керменте шăплăх тăчĕ.

Паллă чăваш артисчĕсем те хăйсен хăватлă сассисемпе юрă хыççăн юрă шăрантарса пухăннисене савăнтарчĕç.

Уявăн иккĕмĕш пайĕ керменĕн «Корона» ташă клубĕнче иртрĕ. Çамрăксен театрĕн ертÿçисем эстрада юрăçисемпе пĕрле ташлани нихăçан та асран тухас çук.

«Тантăш» редакци ĕçченĕсем пире пурне те асăнмалăх парнесем пачĕç, хаçат çырăнас кăмăла татах хăпартрĕç. Пирĕн çул çÿрев кунпа çеç вĕçленмерĕ. Пысăк музейсенчен нумайăшĕнче пулса курнă эпир. Шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.Тимофеев сĕннипе эпир хальхинче ЧППУн истори факультетĕнче йĕркеленĕ вĕренÿ заведенийĕн историйĕпе паллаштаракан музее кĕтĕмĕр. Музей ертÿçи Н.Милова питĕ тĕплĕн те ăнланмалла каласа кăтартса çÿрерĕ кунти стендсемпе экспонатсене. Аваллăхпа, чăваш халăхĕн ĕлĕкхи тумĕсемпе паллаштаракан мини-музейсенче те пулса куртăмăр. Пирĕншĕн çĕнĕлĕхсем нумай пулчĕç кунта.

Аудиторире пирĕнпе заняти те ирттерчĕ Наталия Геннадьевна, пĕр вăхăта эпир хамăра студент вырăнĕнче туйса куртăмăр.

Шурă Шупашкар урамĕсен илемĕпе киленсе çÿренĕ хыççăн «Олимпийский» тĕп стадиона кайрăмăр, кăмăл туличчен яка пăр çинче конькипе ярăнтăмăр.

Каçхине çамрăксен театрĕнче С.Белов пьеси тăрăх лартнă «Ах, хуняма, хуняма... е Улми улмиççинчен...» ятлă камит пăхрăмăр.

Кунĕпе савăк кăмăлпа çÿренĕскерсем, театр артисчĕсен пултарулăхне курса чунтанах савăнтăмăр, тулли кăмăлпа киле таврăнтăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика