01 марта 2011 г.
Предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен командисем районти физкультурăпа спортăн пĕрремĕш Спартакиадин шучĕпе шахматла выляса район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç.
Ăмăртăва ял тăрăхĕсен 7 организацин 5 команди хутшăнчĕ. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Вăрмар хула тăрăхĕн команди çĕнсе илчĕ. Пĕрремĕш разрядлă О.Вакинпа «Урожай» ирĕклĕ спорт обществин республикăри чемпионĕ А.Гаврилов тата Д.Вакина Вăрмар хула тăрăхĕн чысне пултаруллăн хÿтĕлерĕç. Иккĕмĕш вырăнта Кавал, виççĕмĕшĕнче Чулкас ял тăрăхĕсен командисем. Пĕрремĕш хăма çинче вылянă уйрăм спортсменсенчен малти пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Н.Дмитриевпа О.Вакин пайларĕç, М.Иванов (Чулкас) виççĕмĕш пулчĕ.
Иккĕмĕш хăма çинче А.Гаврилов (Вăрмар поселокĕ) çĕнтерчĕ. Ю.Владимировпа (Чулкас) Ю.Прокопьев (Вăрмар поселокĕ) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Д.Вакина (Вăрмар поселокĕ), иккĕмĕшне Т.Алексеева (Кавал), виççĕмĕшне Н.Иванова (Энĕшпуç) тухрĕç. Предприятисемпе организацисенчен тата учрежденисенчен çĕнтерÿçĕ ятне районти ĕçпе тивĕçтерекен центр команди тивĕçрĕ. В.Нестеров, Н.Павлов, А.Лукина шахматистсем ăнăçлă вылярĕç. Районти Культура çурчĕн команди - иккĕмĕш, район администрацийĕн команди виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Уйрăм спортсменсенчен А.Трофимов (районти Культура çурчĕ), В.Нестеров (ĕçпе тивĕçтерекен центр), Л.Степанов (район администрацийĕ), Н.Павлов (ĕçпе тивĕçтерекен центр), А.Чернов (район администрацийĕ), А.Григорьев (ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕ), С.Егоров (районти Культура çурчĕ) призлă вырăнсене тивĕçрĕç.
Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна А.Павлова (районти пушар чаçĕ) тухрĕ. А.Лукинапа (ĕçпе тивĕçтерекен центр), И.Дмитриева (район администрацийĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Вăрмар хула тăрăхĕн çĕнтерÿçĕ команди кăçалхи февралĕн 25-26-мĕшĕсенче Çĕмĕрле хулинче иртекен хĕллехи ял вăййисене хутшăнчĕ.