01 марта 2011 г.
Çак сăмахсем Энĕшпуçĕнчи Иван Егорович Егоровсен çемйине тÿрремĕнех пырса тивеççĕ. Мăшăрĕпе Александра Алексеевнапа 5 ача - тăватă ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Пурте çын çинче ятлă-сумлă. Ашшĕ-амăшĕ ăс парса çитĕнтернине çÿлте тытаççĕ, вĕрентсе пурнăçăн тумхахлă та вăрăм çулĕ çине кăларнине хисепе хураççĕ. Паянхи сăмахăм вĕсен пĕр ывăлĕ - Анатолий Иванович пирки - пырĕ.
Вăл хăйĕнчен çирĕп ыйтакан, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пултаракан, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа пырса малалла талпăнакан çын. Ялта çуралса ÿснĕскер мĕн ачаран ĕçе юратса çитĕннĕ. Çакă вара ăна тăван ялшăн, районшăн тăрăшма хистенĕ.
Анатолий Иванович 1951 çулта март уйăхĕнче кун çути курнă. Ачалăхĕ ялти ытти çамрăксенни пекех иртнĕ темелле: пулă тытма та çÿренĕ, янах кăвакарса кайичченех шыва кĕме те юратнă, ĕне выльăх çитерме те чупнă. Ялти шкултан 8 класс вĕренсе пĕтерсен Тутар Республикинчи Зеленодольск хулинче кимĕ-карап техникумĕнче вĕренсе техник-механик специальноçне илет. Унтан Тăван çĕршыва сыхлама тухса каять. Мĕн ачаран çирĕп дисциплинăна пăхăнса ÿснĕскер чăваш каччи службăра та ырă ята тивĕçет. Салтакран таврăнсан аслă пĕлÿ илес тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет, ăнăçлă вĕренсе тухать. 1990 çулта Горький хулинчи партин аслă шкулĕнче ăс пухать.
Анатолий Ивановичăн ĕç стажĕ кимĕ-карап монтажник-слесарĕнчен пуçланать. Унта пĕр вăхăт вăй хунă хыççăн, 1972 çултан пуçласа паянхи кунччен унăн ĕç-хĕлĕ хамăр районпа çыхăнать. Малтанхи çулсенче ялти шкулта учительте ĕçлет. Кунтах вăл хăйĕн пурнăçĕнчи чи шанчăклă юлташне - мăшăрне тĕл пулать. Кăштах мăшăрĕ пирки каласа хăварар. Валентина Семеновна Энĕшпуç шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Çак çултанпа - 38 çул - вăл хăйĕн ĕçне ачасемпе çыхăнтарать. Малтанхи 17 çулне учительте вăй хурать, унтан - çак шкул директорĕнче. Каярахпа çемйипе Вăрмар поселокне пурăнма куçсан Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам, унтан Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта вăй хурать. Ачасене пĕлÿ парас çĕрте пĕтĕм вăй-халне парса ĕçленисĕр пуçне обществăлла ĕçсене те яваплăха туйса пурнăçлать. Вăл вĕрентÿ ĕçĕсен районти профсоюз организацийĕн председателĕнче тăрăшать. Ĕçе юратса та тăрăшса пурнăçланăшăн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене тивĕçет Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн хисеплĕ работникĕ. Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура. Çакăн пек ĕçе юратакан, çирĕп дисциплинăллă мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса 37 çул пурăнать.
Анатолий Ивановича 1983 çулта пултарулăхне кура партин районти комитетне ĕçлеме куçараççĕ. Инструктортан пуçласа райком секретарĕ таранчченех хăпарать унăн ĕç кун-çулĕ. Çак хушăра вăл районшăн тĕрлĕрен усăллă ĕçсене пурнăçланă çĕре хутшăнать. Промышленность, строительство, транспорт, çыхăну, халăха йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтерессине пăхса тăнă май Анатолий Ивановичăн пур çĕре те çитме тивнĕ, тĕрлĕрен кăткăс ыйтусене те çийĕнчех татса панă. Кавал, Шăхаль, Кивĕ Вăрмар, Энĕшпуç, Урнар ялĕсенче ача сачĕсене хута янă. Урнар, Тикаш, Кавал ялĕсене çитме тата Мăнçырма ялне пăрăнса кĕнĕ çĕрте асфальтлă çул хывнă. Районта Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикин 14 филиалне уçнă. Çак ĕçсене пурнăçланă çĕрте Анатолий Ивановичăн та тÿпи питĕ пысăк. Каярахпа пĕр вăхăт хушши вăл районти халăх контроль комитетĕнче вăй хурать, унтан - пĕр çулталăк Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулта. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакана 1992 çулта районти элеватора ертсе пыма куçараççĕ. Кунта та вăл хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне халăх умне кăларать. Малтанах вăл предприятие финанс енчен лайăхлатма ырми-канми вăй хурать. Унтан элеваторта производство базине тĕреклетет: кĕрпе авăртакан, выльăх-чĕрлĕх валли хутăш апат хатĕрлекен цехсем уçăлса ĕçлеме тытăнаççĕ. Суту-илĕве аталантарас тĕллевпе районта тĕрлĕ çĕрте магазинсем уçаççĕ. Халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерес тĕллевпе предприятин автомашинисемпе ялсене тухса та суту-илÿ тăваççĕ. Предприятин кантур çуртне, котельнăйне тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Кăмрăкпа хутнă котельнăйне газпа ăшăтмалла тăваççĕ. Предприяти территоринче сад ешертĕр тесе Патăрьелĕнчи питомникрен çамрăк улма йывăççисем илсе килсе лартаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем улмисемпе савăнтарма тытăннă та ĕнтĕ. Машинăпа техника паркĕ те çулсерен пуянлансах пынă - 2 техникăран 14 çитнĕ.Кĕске вăхăт хушшинче предприяти хăй вăйĕпе кунта ĕçлекенсем валли 3 хутлă 27 хваттерлĕ çурт хăпартса лартнă.
Пурнăç тĕрлĕрен килсе тухать, самани те улшăнсах пырать. Районти колхоз-совхозсем те хăйсем тĕллĕн çур аки ирттерме пултарайман вăхăтсем те пулнă. Çак вăхăтра вĕсене А.Егоров ертсе пыракан районти элеватор пĕрре кăна мар кредитсем парса пулăшать. Кирек-кама та йывăрлăхра пулăшма хăнăхнăскер кунта та вăл айккинче юлман. Хамăр районти хуçалăхсене кăна мар, предприятипе тÿрремĕнех çыхăнакан кÿршĕллĕ районти хăш-пĕр хуçалăхсене те пулăшу кÿнĕ. Районти элеватор вăл ертсе пынипе ĕç шайне, пуянлăхне пĕчĕклетмерĕ, çынсене ĕçсĕр тăратса хăвармарĕ. Çакă вăл коллективпа пĕр шухăшлă пулса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçе йĕркелесе пынинчен нумай килчĕ. 2003 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче ăна районăн хăй тытăмлăх пуçлăхне суйлаççĕ. Çак вăхăтра район территорийĕ куç умĕнче илемленсе пырать: тĕп площадьре фонтан халăха хăй патне илĕртет. Ленин урамĕнче каçсерен çутă урамра çынсем уçăлса çÿреççĕ. Мир, Ленин, Молодежнăй, Горький урамĕсемпе Свердлов, Чапаев тăкăрлăкĕсенче çуран çÿремелли тротуарсем сарнă тата ытти те. «Çĕр çыннăн çĕр шухăш», - тенĕ халăхра. Ку чăн та çапла. Кашниех пурнăç çине хăйне евĕр пăхать, хак парать, кунта та çавăн пекех. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата районăн аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн Анатолий Ивановича тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, хаклă парнесем парса пĕрре кăна мар наградăланă. Каярахпа унăн Канашри «Спецмонтажстрой» тулли мар яваплă обществăра производство базин начальникĕнче ĕçлеме тÿр килет. Унта ĕçленĕ хушăра Шăхасанти, Елчĕкри физкультурăпа спорт комплексĕ тунă çĕрте тата ытти тĕрлĕрен пĕлтерĕшлĕ ĕçсене хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартать. Пĕр вăхăт вăл «СУОР» тулли мар яваплă обществăра Вăрмар поселокĕнче чукун çул вокзалĕ тунă çĕрте начальникре тăрăшать.
Пурнăç вăл наградăсемпе Хисеп грамотисем çинче мар, халăх хисепленинче, ачасем юратнинче.
Егоровсен вара çакă çителĕклех темелле. Хăйсем вĕрентнĕ ачисем, пĕрле ĕçленисем, яланах вĕсемпе çыхăну тытакансем хисеплеççĕ вĕсене. Пулас ăру çыннисен вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Мăшăрĕпе 3 ача çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿллĕ пурте çемьеллĕ, тĕп хулара тĕрлĕ пысăк яваплă вырăнсенче ĕçлеççĕ.
Телейлĕ мăшăрăн халĕ 4 мăнук. Канмалли кунсенче чĕвĕлти сассисемпе хисеплĕ ветерансене чунтанах савăнтараççĕ. Кунтан та ытларах мĕн кирлĕ пурнăçра. Çитес кунсенче Анатолий Иванович 60 çул тултарать. Апла пулсан малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх сунмалли кăна юлать.