АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полици тата Саккун

01 марта 2011 г.

Паянтан, мартăн 1-мĕшĕнчен, Раççей Федерацийĕнче «Полици çинчен» саккун вăя, кĕрет. 1991 çулта йышăннă «Милици çинчен» калакан саккун кивелнĕ - ун чухне вăхăчĕ те, патшалăхĕ те, пурнăç условийĕ те урăхла пулнă. Милиципе полици хушшинче мĕнле уйрăмлăх; Чи малтанах полици «патшалăхăн айăплакан органĕ» мар, граждансен ирĕклĕхне сыхлакан орган пулĕ. Уйрăммăн илсен, çакăн пек пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулĕç.

1. Çĕнĕ служба органне кĕрĕс текенсене тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслĕç: психологи тĕлĕшĕнчен тест тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларĕç, малтарах ĕçленĕ вырăнтан рекомендаци те кирлĕ пулĕ.

2. Полици ретне тепĕр хут аттестаци витĕр тухнă хыççăн çеç илĕç.

3. Çĕнĕ структурăра социаллă пулăшу парасси те ÿсет. 2011 çулта полици лейтенанчĕ 33 пин тенкĕрен кая ĕçлесе илмелле мар.

4. Çĕнĕ саккун парламентарисем енчен тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерме палăртать. Унпа килĕшÿллĕн кашни çулах полицире яваплă должноç йышăнакансем РФ субъекчĕсем, муниципаллă органсем умĕнче хăйсем туса ирттернĕ ĕçпе паллаштармалла.

5. Полици уйрăм сыхлав предприятисен ĕçне, вĕсем хĕç-пăшалпа усă курнине тĕрĕслĕ.

6. Саккунра коммерци организацийĕсене тĕрĕслессине çирĕп палăртнă.

7. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант - çĕнĕ саккун пуриншĕн те ăнланмалла та пĕлтерĕшлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика