АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну хăми уçрĕç

01 марта 2011 г.

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне Мăнçырмари вăтам шкулта анлăн паллă турĕç. Çак шкулта вĕреннĕ, Афганистанра пуçне хунă М.Демидова ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма шкул стени çине асăну хăми вырнаçтарчĕç.

Шашистсем, теннисла вылякансем, алă вăйĕ виçекенсем ăмăртрĕç. Калашников автоматне салатса пуçтарас енĕпе тупăшрĕç.

Ялти шкулта М.Демидов афганеца асăнса Асăну палăкĕ уçнă ятпа митинг ирттерчĕç.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина сăмах пачĕç.

- Паян эпир Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă тăватпăр. Темиçе кун каярах çеç-ха совет воинĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 22 çул çитнине анлăн паллă турăмăр. Çак вăрçă пирĕн район çыннисемшĕн те сахал мар хуйхă илсе килчĕ. Ултă çамрăк тăван киле таврăнаймарĕç. Çав шутра Мăнçырмари Михаил Демидов та. Питех те шел, вăл паян пирĕн хушăра çук. Хăрушă вăрçа эпир сивлетпĕр. Çĕр çинче яланах мир пултăрччĕ, - тет Константин Владимирович.

Район пуçлăхĕ В.Павлов сăмах илет.

- Эпир Мишăпа пĕрле вĕреннĕ, туслă пулнă. Пултаруллă спортсменччĕ вăл. Шкул хыççăн вĕренме пĕрле каятпăр тесех шутланăччĕ, анчах интернационалла тивĕçе пурнăçланă чух унăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Эпир ăна яланах асра тытатпăр, - пĕлтерет Вячеслав Федорович. Митингра çавăн пекех воин-афганецсен районти канашĕн председателĕ О.Ильин, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, вăтам шкул директорĕ, «Мăнçырма ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ В.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тухса калаçрĕç, М.Демидов воин-афганеца лайăх енчен аса илчĕç.

Афганецăн амăшĕ Антонина Семеновна Демидова хăйĕн ывăлне çакăн пек хисеплесе чыс тунăшăн пурне те тав турĕ. Воин-афганецсене литмонтаж лартса пачĕç, шкул ачисем сăвăсем вуларĕç.

Шăплăх минучĕ иртрĕ. Унтан пурте шкул çурчĕ çине Асăну хăми уçнă çĕре хутшăнчĕç. Асăну хăмине уçма воин-афганецсене ирĕк пачĕç. Ун хыççăн Вăрмар район пуçлăхĕн, Мăнçырмари «Павлов В.Ф» хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçин В.Павловăн призĕсене çĕнсе илессишĕн волейболистсен турнирĕ иртрĕ (тĕплĕнрех çитес номерте).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика