АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ

01 марта 2011 г.

Иртнĕ çул амăшĕн капиталĕпе çыхăннă саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Тĕслĕхрен, унăн укçине куçарса памалли вăхăт малтан ултă уйăхчен тăсăлма пултарнă. Çакă вара çурт е хваттер туянас текенсене кансĕрленĕ, мĕншĕн тесен сутуçисем çав тапхăрччен кĕтмесен те пултарнă. Халĕ укçапа икĕ уйăх çитичченех тивĕçтереççĕ. Ипотека кредитне татма е унăн проценчĕсене саплаштарма амăшĕн капиталĕпе унăн ирĕкне илсе килнĕ иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача виçĕ çул тултаричченех усă курасси асăннă саккунăн яланхи норми пулса тăчĕ. Унсăр пуçне чи пĕлтерĕшли – амăшĕн капиталĕ шучĕпе халĕ подрядчиксене хутшăнтармасăр харпăр хăй çуртне çĕклеме юрать. Ялта пурăнакансемшĕн асăннă çĕнĕлĕх уйрăмах паха – вĕсем ăна хăйсен вăйĕпе лартаççĕ вĕт. Çĕнĕ çурт лартма е маларах лартма тытăннин строительствине вĕçлеме ирĕк панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика