01 марта 2011 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн М.Игнатьев Президент ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ: вĕрентÿ аталанăвĕнчен пуçласа çĕнĕ производствăсене тĕрев парасси таран.
Республикăн 2011-2015 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта професси вĕрентĕвне аталантармалли тĕллевлĕ программине хатĕрленĕ - унпа вĕренÿ министрĕ В.Иванов паллаштарнă.
Правительство членĕсем бюджет хутшăнăвĕсене йĕркелесси, суту-илÿ ĕçне патшалăх енчен сăнаса тăрасси çинчен калакан саккунсене улшăнусем кĕртме йышăннă - ку федерацин тивĕçлĕ саккунĕсене çĕнетнипе сăлтавланнă.
Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ял çыннисене, çав шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсене, çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăракан субсидисене валеçесси çинчен каланă май кăçал çак программăпа 16 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута ямаллине палăртнă. Республика бюджечĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине, элита вăрлăх çитĕнтерессине аталантарма тата химизаци хатĕрĕсем туянма уйăракан укçине районсем тăрăх пайлас ыйтăва татса панă. Пĕтĕмпе выльăх валли кăçал 33 млн уйăрма пăхнă, элита вăрлăх туянма - 27 млн тенкĕ. М.Игнатьев пĕр пуç выльăх туянма мĕн чухлĕ укçа тивнипе интересленнĕ. С.Павлов министр пĕлтернĕ тăрăх - ку виçе 4,5 пин тенкĕ патнелле пулмалла.