25 февраля 2011 г.
ЧР прокуратурин хушăвне пурнăçласа район прокуратури çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисен, республика, муниципаллă пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсен, пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн объекчĕсен, сооруженисен законодательствине мĕнлерех пăхăнса тăнине тишекрсе тăрать. Республика тата муниципаллă пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассипе ГИБДД уйрăмĕ, «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компанийĕ» тулли мар яваплă общество, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мĕнле пурнăçласа пырассипе тĕрĕслÿ ирттернĕ. Кунта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, çул-йĕр хуçалăхĕсен ĕçченĕсем çулсене, тротуарсене, нумай хваттерлĕ çуртсен çивиттисенчен юрсене, пăрсене тасатса тăрассипе мĕнлерех ĕçсем туса ирттернине пăхса тухнă.
Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче «Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен», «Раççей Федерацийĕн автомобиль çулĕсем, çул-йĕр ĕçĕ хĕлĕ çинчен тата Раççей Федерацийĕн хăш-пĕр саккун акчĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен» федераллă саккунсене ял тăрăхĕсем, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ кирлĕ шайра пурнăçласа пыманни палăрнă. Федераллă саккунсен требованийĕсемпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен администрацийĕсем вырăнта автомобиль çулĕсемпе пĕтĕмĕшле тата уйрăммăн усă курмалли, çул-йĕрсене пăхса тăрас тата юсав ĕçĕсем ирттерес енĕпе муниципаллă право акчĕсем йышăнман. Саккуна пăснă тĕслĕхсемпе хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕсемпе представлени тăратнă. «Раççей прокуратури çинчен» Федераллă саккунăн 24-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене представлени панă кунран пуçласа пĕр уйăх таран саккуна пăснă тĕслĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнма хушса хăварнă.