25 февраля 2011 г.
Вăрмар район прокуратури ĕç законодательствине асăрхаса тăрассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кунта ĕç сыхлавĕ пысăк вырăн йышăнать. Асăннă сферăра саккуна пăхăнса район прокуратури предприятисемпе организацисенче тĕрĕслÿ ирттернĕ. Çавна май иртнĕ çул тата кăçал «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществинче, «Обществăлла апатлану предприятийĕ», «Вăрмарти электричество сечĕсем», «Аван-Полимер», «Гермес» тулли мар яваплă обществăсенче ĕç законодательствине мĕнлерех пурнăçласа пырассипе тĕрĕслÿ ирттернĕ, ĕç законодательствине пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Асăннă предприятисен администрацийĕсем ĕç килĕшĕвĕпе ĕç вырăнĕсене аттестацилеменни палăрнă.
Ĕç сыхлавĕн законодательствине пăснă тĕслĕхсене пĕтерес тĕллевпе «Вăрмарти механика завочĕ» АУОра, «Обществăлла апатлану предприятийĕ», «Вăрмарти электричество сечĕсем», «Аван-Полимер», «Гермес» тулли мар яваплă обществăсенче ĕç килĕшĕвĕпе ĕç вырăнĕсене аттестацилес тĕлĕшпе Вăрмар район судне тавăç тăратнă.