АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултарулăх ÿсĕмĕ хавхалантарать

25 февраля 2011 г.

Патшалăх культура вучахне сÿнме паманнине курса, пĕлсе тăратпăр. Тавар хакĕсем капашсăр ÿссен те, çак сферăра ĕçлекенсен тăрăшулăхне хаклатпăр. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни питех те ура хурать. Пĕр-пĕр пĕчĕк юсав ĕçĕ туса ирттерме шутласан та пăтăрмахсем темĕн чухлĕ сиксе тухаççĕ. Апла пулин те культура ĕçченĕсем пуçа усмаççĕ, халăх умне концертсемпе, спектакльсем çине-çинех тухаççĕ, кану вăхăтне усăллă та кăмăллă тума тăрăшаççĕ.

Халĕ çулсерен иртекен отчет-смотр тапхăрĕ пырать. Ку мероприятирен никам та пăрăнса юлмасть. Ĕлĕкрех шавласа та кĕрлесе тăратчĕ Культура сцени. Халĕ çакă хавшакрах иртет. Купăс, баян сасси сахлтарах илтĕнме пуçларĕ. Ытларах фонограмма юрлать. Аппаратура кнопки çине пусрăн та хăй тĕллĕнех юрлать, ташлать. Микрофон тытса халăх умĕнче хуçкаланмалли юлать. Ял халăхĕ питĕ лайăх пĕлет культура вучахĕ епле ялкăшнине. Хăш-пĕр çĕрте хăйсен ĕçне тивĕçлипех туса пыраççĕ пулсан, теприсем алăка уçса хупнипех çырлахаççĕ. Куна пытармалли çук. Ятарлă пĕлÿ çитменни те ура хурать пулмалла. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă теççĕ. Пĕчĕк ялсен пархатарлăхĕ пысăкрах пек туйăнать. Эпĕ хам та культура вучахне чылай вăхăт хушши сÿнме памарăм. Чунпа туйса, пĕлсе тăратăп ун çинчен. Паянхи кун та унпа пурăнатăп. Кăмăлпа чĕнсен саккăрла çаптарса ташлама та пултаратăп, стенасене чĕтретсе юрлама та маххă памастăп. Вăтакас ял клубĕнче ĕçлекен Н.Захарова çĕнĕ çул умĕн хăйĕн коллективĕпе юнашар ялсене концертсемпе тухма мехел çитерчĕ. Питĕ кăмăллă иртрĕç çав самантсем. Çакнашкал концертсем час-часах пулманнипе те çыхăннă пуль. Пĕчĕк ушкăн пулсан та, тĕшши тулли пек туйăнчĕ. Программăна илемлĕ ташă-юрăсемпе туни тÿрех куçа тăрăнчĕ. П.Николаев шурă Шупашкарти чăваш çăлтăрĕсенчен пĕрре те кая мар иккен. К.Евруковăн юррине шăрантарчĕ вăл. Чăн-чăн артистсем пулсах çуралнă тейĕн. Унсăр ялта концерт иртмест.

Ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене пĕрле хутшăнтарни те питĕ паха. Н.Константиновапа хĕрĕ Диана, М.Йовдий хăйсен пултарулăхĕпе чылайччен куракансене савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика