25 февраля 2011 г.
- Ара, вăл пĕртте ытти писательсем пек мар.
«Поэт вăл ыттисемпе пĕр пек пулсан поэт та мар. Поэт - асамлăх суйласа илнĕ çын».
- Ара, хăйне ытла та хăюллă тытать-çке!
«Мĕн вара, пуçа пĕксе мĕскĕннĕн çÿремелле тет-и? Е хăюсăррăн, вăтаннăн пăхса çеç тăмалла-и!»
- Ара, кунта пуçлăхсем пур вĕт (Туркай пуçлăхсене тĕртсе каланă чухне), сăмахĕсене суйларах калаçтăрччĕ...
Вăл вара ирĕклĕн, аллисене илемлĕн çĕклесе, çурма хĕрес пек хуçлатса:
«Эс шутлатăн пуль ялан
Çак пукан çинче
Патша пек саркаланса ларăп-ха, тесе» - хĕмлентерет кăна».
- Ара, ытла шухă-çке, ытла шухă-çке!
«А мĕн, мĕн-ма поэтăн шухă пулас мар. Шухă пулман-и пирĕн Хусанкай?! Шухă пулман-и пирĕн Митта Ваçлейĕ?! Шухă пулсан та шухăш пур, шухă пулсан та ăсĕ пур».
- Ара, хăйне мухтаттарасшăн мар-и вăл?
Тĕллевĕ вăл мар, мухтав юрри юрлаттарас тесен пуçлăхсем тавра явăнмалла е пысăк вырăнта ĕçлемелле. Чăн та ĕçлерĕ вăл, ĕçлемерĕ мар. Анчах та ун пек ĕçре поэт ирĕклĕхне çухатма пултарассине ăнланса илчĕ те сăвă патнех таврăнчĕ. Манăн СĂВĂ çырмалла терĕ. Çук хальлĕхе чăваш поэчĕсем хушшинче халăхăмăра тăван сăмах илемĕ - хăвачĕпе «килĕшÿллĕ пурăнăр, пĕрне-пĕри хисеплĕр, юратăр, савăр, ача-пăча çуратăр, ĕçлĕр, тăрăшăр, юрлăр-ташлăр, хăвăра хăвăр ыттисенчен катăкрах ан туйăр, пуçăра ан усăр, çывăрса ан ларăр, ытла йăваш ан пулăр (П.Афанасьев) тесе хăюллăн сăвăпа чĕнекен. Хаçат-журнал страницисем, кĕнекисемпе пьесисем урлă çеç мар, халăх умĕнче: пĕчĕк-и çав йыш, пысăк-и, хăюллăн, сасса пĕрре хăпартса, вăйлатса, янраттарса, ачашшăн, çепĕççĕн, йăл кулса, сăвă йĕркисенчи сăмахсен уçă е хупă сассисене кура, тепĕр чухне пусăмсене уямасăрах, калама кам пултарĕ?! Маларах пулнă: Хусанкай, Урташ. Сементере итлеме кăмăллă, анчах вăл çепĕç лирик. Туркай, Сементер калашле: «Чи хĕрÿлли кам тетĕр-и? Туркай!» Калас тенине тÿррĕн, пытармасăр калать. «Тÿррĕн калакан тăванне юрайман», - тенĕ ваттисем. Туркая ăнланманнисем пур, Туркая юратманнисем пур - йышăнманнисем çук! Сăввисенче чăнлăх. Халăхăмăршăн пăшăрханни, ăна савни. Тăван чĕлхемĕре хÿтĕлени, хÿтĕлеме чĕнни.
Паллă журналист, ăста калавçă, пултаруллă драматург Арçук Тарасов «Çеçпĕл - Хусанкай - Туркай» çыхăну курать, «пĕр чĕрĕ тĕвĕ» тет.
Çапах та паянхи Туркай пĕр вăтăр çул каялли Туркай мар, çирĕм çул калли те мар, вунă çул каялли те мар. Эпĕ ăна 1977 çултанпа пĕлетĕп, паллах, малтан куçăн мар (заочно), хаçат урлă, сăввисенчен. 1981 çулта Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен паллашнăччĕ унпа. Вăл «Çилçунат» литпĕрлешÿ хастарĕ çыркалакан çамрăксене хăй тавра пухма пĕлетчĕ. Сăвă каçĕсем ирттеретчĕ, паллă çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелетчĕ. И.Я.Яковлев çуралнăранпа 135 çул çитнине Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ А.Токсина юрăçпа, П.Золотов кĕнеке кăлараканпа тĕл пулса калаçни халĕ те асăмрах. И.Я.Яковлев палăкĕ патĕнче апрелĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ пысăк уяв нумай калаçтарнăччĕ (унччен, ахăртнех, çавăн пек уявсене влаç хушмасăр йĕркелеймен). Пире унта хутшăнма хăюлăх çитернĕ студентсене «пысăк пÿлĕме» чĕнтерсе «тăна» кĕртнĕччĕ. Туркайпа хутшăнмалла маррине асăрхаттарнăччĕ.
«Ун чух, чăн та, пĕртте хальхи марччĕ,
Кăраччĕ эп ун чух ытлашшипех.
Эп йĕксĕке куçран «эс-йĕксĕк!» теттĕм,
Лармастăп юнашар кĕççе питпе»
(Туркай 19 çулта çырнă «Аса илÿ» сăвăран).
1982 çулхи çуллахи уйăхсенче университетăн историпе филологи факультетĕнче вĕренекен студентсенчен пуçтарнă «Бригантина» стройотряд Чулкас шкулĕн çуртне хăпартнă çĕрте ĕçлерĕ, тĕрĕссипе унччен кунта строительсем туса хăварманнине тÿрлетессинче вăй хучĕ. Пире 4-мĕш курс студенчĕ Валерий Воробьев ертсе çÿрерĕ. Вăрмар тăрăхĕнче халиччен те пулнăскере кунти çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултаратчĕ вăл, отрядра та ăна-кăна курнă студентсемччĕ: А.Абрамов юрă ăсти (халĕ паллă фотожурналист), В.Смирнов хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор (халĕ пултаруллă журналист), Н.Сидоров шÿтсем калама маттур (халĕ паллă драматург, Чăваш Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ), О.Егорова сăвăç (халĕ Чăваш радиора тĕп редактор В.Туркай мăшăрĕ, икĕ хĕр амăшĕ...)
«Çунса тăракан куçсемлĕ, туйра йыăççи пек яштака. Çăра та кăпăшка çÿçлĕ» командир пире, кунĕпе цемент çăрса, кирпĕч, раствор йăтса ĕшеннĕскерсене каçпа та канма памастчĕ - концерт программи хатĕрлесе репетицисем ирттеретчĕ, Кĕлкеш, Чулкас, Вăрмар, Çĕрпÿ тата ытти вырăнсенче концертсем кăтартрăмăр.
«Шăнкăр, шăнкăр шыв юхать» халăх юррине пысăк çĕкленÿпе пуçлатчĕ те Валери пысăках мар хор янăраттаратчĕ вара. Вăл сăвă каланине итлекенсем тăвăллăн алă çупса йышăнатчĕç. Ун чухне Валери Туркай сăввисене хальхинчен чылай хĕрÿллĕрех калатчĕ, аллисене чăмăртаса, кăкăр тĕлĕнче тытса, малалла кăшт ÿпĕнĕрех тăрса...
Унтанпа ĕнтĕ пайтах шыв-шур юхрĕ. Туркай Çаплах Çеçпĕл Çулĕпе талпăнса, хăюллăн утать. Унпа пĕр çуларахрисем, тен, унран талантлăраххисем, пурнăç сулнăкĕнче тытăнса тăраймарĕç - урăх çулпа танкăлтатрĕç.
«Пире мĕнле поэзи кирлине туять-пĕлет вăл. Чун-чĕрене тасатакан тăрă çăл куç пек поэзи кирлĕ. Пире ыйхăран вăратакан, йыхравлакан, ырă сунакан, пурăнма чĕнекен поэзи кирлĕ» (П.Афанасьев). Чăн та çапла. Иртнĕ эрнере Вăрмарта Культурăпа кану центрĕнче Валери Туркай поэзи уявне йĕркелерĕ. Сăвăсемпе пĕрлех юрăсем те пулчĕç, тен, çав юрăсенчен хăшĕсем темăпа килĕшсех те тăмарĕç пулĕ, çапах та тĕпелте ЧĂВАШ СĂМАХĔ янăрарĕ. Çакă паха!