25 февраля 2011 г.
Чăваш Енре «Пурăнмалли çурт-йĕр – 2011» надзорпа профилактика акцийĕ малалла пырать. Пушарсен шутне чакарас тĕллевпе Вăрмарти пушар чаçĕн тата надзор ĕçĕн уйрăмĕн ĕçченĕсем пурăнмалли çуртсене хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен тĕрĕслеççĕ. Статистика кăтартăвĕсене илес пулсан вут-çулăмран тухакан инкексем ытларах çынсем пурăнакан вырăнсенче пулаççĕ. «Хĕрлĕ автан» кунта уйрăмах вăйлă «сăхать». Нумай чухне пушар çын айăпĕпе тухать, вăл вара чылай чухне хăрушсăрлăх правилисене пăснипе пулать.
Пушарниксем район çыннисем патне килĕсене наказани пама мар, çитменлĕхсене тупса палăртма, тĕрĕс сĕнÿ пама килеççĕ. Вĕсем шиклентерекен электричество проводине, кăмакана, тĕтĕм çулне – йăлт тĕрĕслеççĕ.
Хисеплĕ район çыннисем, хăвăр килте пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп тытса пырăр!
1. Балконсене, лоджисене, коридорсене, тухмалли вырăнсене, пусмасене сĕтел-пуканпа е килти ытти урăх япаласемпе хупласа ан хурăр.
2. Мачча тăррисене, путвалсене тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе ан тултарăр, унта утă, улăм е тата урăх çунакан япаласене ан упрăр.
3. Кирлĕ мар япаласене пурăнмалли çуртсенчен, зданисенчен 50 метртан кая мар кайса çунтармалла, çулăма сыхласах тăмалла.
4. Пурăнакан хваттерте е çуртра час хыпса илекен тата çунтармалли хатĕрсене 10 литртан ытларах ан тытăр, çавăн пекех балконсенче, лоджисенче, путвалсенче, мачча тăррисенче çунакан газпа тултарнă баллонсене ан усрăр.
5. Юсавлă мар газ приборĕсемпе усă курмалла мар, газ приборĕсен, газопроводăн кранĕсене уçă тытмалла мар, сĕтел-пукана, çунакан япаласене газ приборĕсенчен 20 сантиметртан айккинче тытмалла.
6. Кăмакасене, тĕтĕм çулĕсене яланах тĕрĕслесе тăрăр, çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерĕр.
7. Кăмакана ытлашши хĕртсе ан ярăр, çывăха диван, сĕтел, вутă е ытти çунакан япаласене ан вырнаçтарăр.
8.Газпа ăшăтакан приборсене, котелсене тимсĕр ан хăварăр, вĕсене яланах юсавлă тытăр.
9. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнман хăвăр тĕллĕн тунă тимĕр кăмакасене ан вырнаçтарăр.
10. Кăмакаран кăларнă кăмрăка шывпа сÿнтерĕр, пурăнмалли çуртран 15 метртан шăтăка ярăр.
11. Примуссене, керогазсене, керосинкăсене ĕçлеттернĕ вăхăтра бензин е керосинпа бензин хутăшне яма юрамасть.
12. Электропроводкăна тĕрĕслесех тăрăр, вăхăтра юсăр.
13.Электричество сечĕсене хÿтĕлеме юсавлă предохранительпе усă курăр.
14. Хăвăр алăпа тунă ăшăтмалли электричество приборĕсемпе усă ан курăр, килтен тухса кайнă чухне пĕтĕм электроприборсене сÿнтерсе хăварăр.
15. Мачча тăррисенче, путвалсенче, чăлансенче, сарайсенче çутатас тĕллевпе шăрпăкпа, çуртапа, керосинкăпа ан усă курăр. Çак вырăнсенче хунарпа усă курмалла.
16. Ачасене çулăмпа ан выляттарăр, электричество приборĕсене ан тыттарăр. Шăрпăка та вĕсем тытмалла мар вырăна хумалла.
17. Кравать çинче, путвалта, чăланра, мачча тăрринче пирус ан туртăр.
Вут-çулăм тухсассăн пушар хуралне «01» номерпе, стационар телефонĕсенчен «112» номерпе карас телефонĕсенчен шăнкăравламалла, хăвăрăн ятна каламалла, ăçта мĕн çуннине пĕлтермелле. Чăваш Республикинче кашни çыхăну операторĕ васкавлă службăсене чĕнмелли ятарлă номер çирĕплетнĕ. «112» (çăлав службин (МЧС) номерĕ) – пур операторшăн та пĕр пек. Атăлçи-мегафон абоненчĕсем пушар хуралне – «01», икĕ цифрăллă номерсемпе ĕçлемен телефон хуçисен «010» номерсемпе чĕнме май пур. Билайн абоненчĕсем «01», НСС тата СМАРТС операторсен «010» номерсемпе çыхăнма пултараççĕ.