25 февраля 2011 г.
Февралĕн 18-мĕшĕнче Кÿкеç поселокĕнче Чăваш Республикинчи пушар чаçĕсен командисем хушшинче çул-йĕр çинче транспортпа çыхăннă аварисенче пулăшу парассипе ăмăрту иртнĕ. Сценари тăрăх, çăмăл автомашина аварие лекнĕ, унта водитель тата пассажир пулнă. 4 çынран тăракан командăн авари лару-тăрăвне, автомобиль мĕнлерех пулнине, инкек тÿснĕ çынсем хăйсене епле туйнине тишкермелле пулнă. Ăмăртăва хутшăнакансем аварипе пулăшу инструменчĕпе усă курса автомобиль салонĕнчен çынсене туртса кăларнă, вĕсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă. Çакна пурнăçланă чухне хăвăртлăха кăна мар, пулăшу парассин ăсталăхне те шута илнĕ.
Вăрмарти пушар чаçĕн команди (Э.Мясников, Н.Сергеев, В.Чернов, С.Никитин) çак тупăшура иккĕмĕш вырăна тухнă.