АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача шăпи пирĕн алăра

25 февраля 2011 г.

ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура «Тивĕçлĕ ăру çитĕнтерес ĕçре чи пĕлтерĕшли - çемье, вăл общество никĕсĕ, эпĕ тата пĕтĕм пурнăç никĕсĕ тенĕ пулăттăм», - тесе палăртнă.

Мăнçырмари вăтам пĕлÿ паракан шкулта иртнĕ ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ те çак кашнишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен пуçланчĕ. Пуху пуçламăшĕнче пухăннă ашшĕ-амăшĕсене шкул директорĕ В.Николаев кĕскен шкул пурнăçĕпе паллаштарса малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Çын мĕн пĕчĕкрен çемье ăшшипе, ăнлану тата пулăшу витĕмлĕхĕпе киленсе ÿссен, çитĕннĕ май усăллă пĕлÿ ытларах илме тăрăшать пулсан, пурнăçра çавнашкал этем вăйлă характерлă çитĕнет, - терĕ вăл.

Çын нушине ăнланма, çынсемпе хутшăнма вĕрентсе ÿстерни пур ашшĕ-амăшĕшĕн те пархатарлă ĕç пулнине палăртрĕç пĕр каварлăн пухăннисем. Хумхантаракан ыйтусем хушшинче çитес вĕренÿ çулĕнче 1-мĕш класа каякансем çĕнĕ стандартсемпе вĕренме пуçланине палăртрĕç ашшĕ-амăшĕсем. Пурте пĕрле вăй хурсан йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлрах пулнине палăртнă май, шкул коллективĕ çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртрĕ.

2-мĕш чĕрĕк тата 1-мĕш çур çул итогĕсемпе вĕренÿпе воспитани ĕçне йĕркелесе пыракан Т.Степанова паллаштарса, вĕренÿ пахалăхĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртан аванрах пулни çинчен пĕлтерсе ашшĕ-амăшне тав турĕ. Ача шучĕ пĕлтĕрхинчен нумай уйрăлса тăмасть пулин те «4» тата «5» паллăсемпе вĕренекенсен шучĕ ÿснипе вĕренÿ пахалăхĕ самаях ÿсни шкул коллективне малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. Малалла вăл ачасем хальхи тапхăрта тĕрлĕрен нумай информацие пуçа хурса пыни çинчен аса илтерчĕ. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕрки паянхи кун пуриншĕн те пĕрремĕш задача пулмаллине пĕлтерчĕ. Чăваш Президенчĕн Çырăвĕнче те: «Пирĕн ачасем сывлăхĕпе ăнăçлăхĕшĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă», - тенĕ. Ку шута ачасен апат-çимĕç рационне пăхăнни, уçă сывлăшра пулни, çителĕклĕ çывăрса канни тĕп вырăн йышăнать. Çавна май кăçалхи сентябрьтен шкул ачисем кунне 2 хутран кая мар вĕри апат çиеççĕ. Вĕрентекенсен ушкăнĕ шкулта ача организмĕ ÿссе йĕркеленсе пынине тимлĕн асăрхаса тăрса, каçхинехи рейдсене тухса тăтăшах ашшĕ-амăшĕсемпе килĕсенче тĕл пулса калаçать.

Калаçăва пĕтĕмлетсе Татьяна Александровна пухăннисене алкоголь сиенĕ çинчен видеофильм кăтартни пуриншĕн те вырăнлă пулчĕ.

Ашшĕ-амăшĕсен класри калаçăвĕсенче физкультура учителĕ пулса ĕçлекен Ю.Николаев ачасен физиологи уйрăмлăхĕсем çинчен палăртса сывлăха çирĕплетмелли майсемпе паллаштарчĕ, çемйипех спортпа туслă пулни çемьене тĕреклентернине палăртрĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çемьере яланах сывă, çĕршыва кирлĕ ачасем çитĕнеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика