АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста летчике тÿпех илĕртет

22 февраля 2011 г.

Хальхи çамрăксенчен Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретĕнче полковника çитнĕ сăнавçă (испытатель) летчик пирĕн районта çук пулмалла. Çавăнпа та ыран паллă тăвакан Çĕршыв хÿтĕлевçин уявĕ тĕлне хамăр ялта çуралса ÿснĕ Вадим Николаевич Николаев çинчен кăштах çырса кăтартасшăн.

Н.Николаев Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1969 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкула 1987 çулта вĕренсе пĕтернĕ. Летчик пулас шухăш-туйăм ăна пĕчĕклех канăç паман. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, çирĕп дисциплинăллă, спортпа туслă пулнă. Хăй ăсталанă турник çинче туртăннă, вылянă, шкулти спорт секцийĕсене çÿренĕ, район центрĕнчи спорт шкулне тренировкăсене пĕр сиктермесĕр утнă.

Тарăн пĕлÿ илме учебниксемсĕр пуçне ытти литературăна та чылай тишкернĕ, шкулти, ялти, районти библиотекăсене яланах çÿренĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. Хăй вĕренекен шкулти, районти шкулсем хушшинчи олимпиадăсене хутшăннă, чылай чухне химипе, вырăс чĕлхипе иртекен ăмăртусенче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайланă. Хăйне вĕрентнĕ учительсене, пĕтĕм шкул коллективне ырăпа кăна асăнать.

Хăйĕн кÿрши С.Михайлов Хусанти авиаци техникумне пĕтернĕ хыççăн Ставропольти аслă пĕлÿ паракан авиаци училищине вĕренме кайсан вара В.Николаев та çар летчикĕсем хатĕрлекен училищĕне кайма çирĕп тĕллев лартать. Авиаци маршалĕ Судец ячĕллĕ аслă пĕлÿллĕ Çар летчикĕсемпе штурманĕсем вĕрентсе кăларакан училище курсанчĕ пулса тăрать. Ăна хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтерет.

- Вĕренме питех те интереслĕччĕ, йывăрччĕ, - каласа парать халĕ В.Николаев полковник. - Училищĕре икĕ çул вĕреннĕ хыççăн кăна пĕрремĕш вĕçев Светлоград хулинчи аэродромра Л-39 самолетпа сывлăша çĕкленнинчен пуçланчĕ. Ку машина халĕ те вĕренмелли самолетсенчен чи лайăххи шутланать. 1989 çулта 2 уйăх наставник инструкторпа вĕçме вĕреннĕ хыççăн пĕчченех уçлăха тухрăм.

Вĕренÿ иртсе пынă май пĕрле вĕренме кĕнĕ курсантсенчен ытла та сахал тăрса юлтăмăр. Пирĕн ротăри 235 курсантран 85-шĕ кăна диплом алла илнĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен, пĕрремĕшĕ паллах - питĕ нумай пĕлмелле, тăрăшмалла...

Тăваттăмĕш курсра вара тăшманпа çапăçмалли МИГ-23М чăн-чăн çар машинипе вĕçе пуçланă. Ку самолета алла илме вара ытла йывăр. Преподавательсем: «МИГ-23 самолета лайăх пĕлсен кăна ытти машинăсемпе вĕçме пулать», - тетчĕç.

Училищĕре вĕреннĕ хушăра Холодногорск, Светлоград, Ростов облаçĕнчи Сальск, Зимовники аэродромĕсенче 220 сехет вĕçнĕ.

1991 çулхи октябрь уйăхĕнче Судец ячĕллĕ СВВАУЛШ пĕтернĕ хыççăн лейтенант званипе Новосибирск облаçĕнчи Купино хулине МИГ-23 самолетпа вĕçме ячĕç. Вăл вăхăтри пăтăрмахлă пурнăçра сахалрах вĕçнĕ. Летчик-инструктор, аслă-летчик, авиаци звенин командирĕ пулнă. Пĕрремĕш класлă летчик пулса тăтăм.

1998 çулта пирĕн полка салатрĕç, Красноярск крайĕнчи Канск хулине ячĕç. Анчах кунта та авиаци топливи çитменни питĕ чăрмантаратчĕ. 2000 çулта Ахтубинскри В.Чкалов ячĕллĕ Патшалăхăн Вĕçевпе тĕрĕслев центрĕнче (ГЛИЦ) ĕçлеме пуçларăм. Çĕршывĕпе паллă çак центр 2010 çулта 90 çул тултарчĕ. Раççейри Хĕçпăшаллă Вăйсен пур летчик-испытателĕ те çак центрпа çыхăннă. Юбилейлă çул пирĕн центртан Раççей телевиденийĕ анлă репортаж пачĕ. Унта манăн та сăмах калама тиврĕ.

Халĕ те хамăн çемьепе 10 çул хушши унтах ĕçлесе пурăнатăп. Икĕ ача. Асли Мускавра институтра вĕренет. Кĕçĕнни - Ахтубăри вăтам шкулти 8 класра.

Тĕрлĕ самолетсем алла илме тÿр килчĕ. Вăл шутра: Л-39, МИГ-25, МИГ-29, МИГ-31, СУ-17, СУ-27, СУ-30, ЯК-130, ТУ-134, ИЛ-103. Пурĕ 1400 сехет вĕçнĕ. Алжир Сывлăш-Çар Флочĕ валли СУ-30 МКИ-А самолета ертсе пыракан летчик пулса тĕрĕслесе пăхнă. МИГ-29 СМТ, СУ-27 СМ, СУ-30 МКИ (Инди), СУ-30 МКМ (Малайзи), СУ-25 СМ, МИГ-31 БМ, ЯК-130, ИЛ-103, вĕсемсĕр пуçне авиацин тĕрлĕрен тренажерĕсене, тăшманпа çапăçмалли хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ.

Истребительнăй авиацин вĕçев тĕрĕслевне ертсе пыракан службăн начальникĕн заместителĕ, ЯК-130 самолетăн ертсе пыракан летчик пулса ĕçлетĕп.

Икĕ хутчен Африкăри çĕршывсенчи Сывлăш Çар Флочĕсенче командировкăра пулнă. Унти Хĕçпăшаллă Вăйсене авиаци техникине алла илме пулăшнă. Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

- Хамăн пурнăçпа кăмăллă. Хамăр ял, район çыннисене Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, телей сунатăп, - тет мухтава тивĕçлĕ летчик, хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика