АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕклĕх утравĕ çинчи тĕл пулусем

22 февраля 2011 г.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Васильев ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Хусанти юхан шыв техникумне вĕренсе пĕтерет, карапсене илсе çÿрекен, судомеханик профессийĕсене алла илет. Часах салтака кайма черет çитет. Чăваш каччи Североморск хулине лекет. Малтан «Мурманск» крейсер, унтан шыв айĕнче çÿрекен кимĕсене хирĕç кĕрешекен «Севастополь» пысăк карап çинче службăра тăрать.

- Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ çывхарса килнĕ май, хĕсметре пулнă самантсене тепĕр хут аса илетĕп. Вăхăт чылай иртрĕ пулин те «Севастополь» карап çинче матрос, аслă рулевой, отделени командирĕ, команда старшини, инçе ишев штурманĕ пулса службăра тăни, çĕршыв чиккисене сыхă хураллани, туслă визитпа Куба çĕршывĕнче темиçе хут пулни нихăçан та манăçа тухас çук, - тет запасри тĕп старшина, Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Николай Васильевич Васильев.

- Чи малтан Гаванăра 1970 çулхи çулла пултăмăр. Совет морякĕсене Куба халăхĕ яланах ăшшăн кĕтсе илетчĕ, - калаçăва малалла тăсать ветеран.

Манăн алăра 1972 çулта тухнă «Красная звезда» хаçатăн черетлĕ номерĕ. Иккĕмĕш рангри капитан Н.Радченко корреспондент унта Кубăн тĕп хулинче Гаванăра совет морякĕсене кубинецсем ăшшăн кĕтсе илни çинчен çырса кăтартнă. Çав тĕл пулу çинчен Н.Васильев ăшшăн аса илет. «Куба çĕршывĕн пуçлăхĕ Фидель Кастро пирĕн урлă совет халăхне саламлама ыйтса çапла каларĕ: «Ирĕклĕх утравĕнчи пĕтĕм халăх сирĕнпе пĕрле Аслă Октябрь революцийĕ 54 çул тултарнине анлăн уявлать. Революцисĕр Куба та Латинла Америкăра социализмла çĕршыв пулаймастчĕ. Пире пур енĕпе те яланах пулăшнăшăн эпир совет халăхне чун-чĕререн тав тăватпăр». Çав кун кунта пурăнакансем пĕчченшерĕн те, çемйисемпе те пирĕн палуба çине улăхса курчĕç. Çамрăк кубинка Марианна Хорте Фернандес карап кĕнеки çине çапла çырса хăварнăччĕ: «Карап мана питĕ килĕшрĕ. Хапăл туса йышăннăшăн тавтапуç». Тĕл пулу хыççăн моряксем кубинецсемпе пĕрле сăн ÿкерттертĕмĕр. Гаванăри предприятисемпе тачă çыхăну тытма пуçларăмăр. Моряксем Хосе Марти ячĕпе хисепленекен табак фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, вăл малта пыракан предприяти шутланнă».

Кубăра Совет Союзĕн бази пулнă пирки совет морякĕсем Гаванăри тата Сьенфуэгос порчĕсене час-часах кĕрсе тухнă. Куба морякĕсемпе тĕл пулнă, çĕршывăн паллă вырăнĕсемпе паллашнă. Совет морякĕсем хăйсен сывлăхĕсене «Аврора» утрав çинче ятарласа тунă учрежденире сипленĕ.

Ун чухне Америкăпа юнашарах вырнаçнă Куба çĕршывĕ хăйĕн революциллĕ çĕнтерĕвне çирĕплетме, айккинчен тапăнасран хÿтĕленме тăрăшнă. Совет Союзĕпе Куба хушшинчи туслă çыхăнусем, тăванла пулăшу, пĕрлехи çар вĕренĕвĕсем, паллах, туслă мар çĕршывсене сехĕрлентерсе ÿкернĕ, Совет Союзĕн çар хăватне шута илме хистенĕ.

Шыв айĕнче çÿрекен кимĕсене хирĕç кĕрешекен «Севастополь» пысăк карап экипажĕ океансенчи нумай кунлăха пынă инçе ишевсенче йывăрлăхсене çĕнтерсе çар заданийĕсене ăнăçлă пурнăçлас енĕпе яланах малтисен ретĕнче пулнă. Тактика тата тĕл перес енĕпе 1971 çулхи кăтартусемпе карап экипажĕ Тинĕс-Çар Флотĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Çак çитĕнÿре пирĕн ентешĕн Н.Васильев штурманăн тÿпи те пысăк пулнă. Унăн служба карточки çинче çар тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн СССР оборона министрĕ, Совет Союзĕн маршалĕ А.Гречко, СССР Тинĕс-Çар Флочĕн главнокомандующийĕ - флот адмиралĕ С.Горшков тата ытти пысăк çар начальникĕсем панă Тав çырăвĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Унăн кăкăрне «Çарти хастарлăхшăн» юбилей медалĕ, «Тинĕс-Çар Флочĕн отличникĕ», «Инçе похода тухнăшăн» знаксем тата мирлĕ ĕçре панă «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿреççĕ.

Службăран таврăнсан Ленинградри шывпа транспорт институтĕнче вĕренсе дипломлă пулать, штурман пулса ют çĕршывсене çÿремелли виза илет. Ун хыççăн 18 çул Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче машинăсен цехĕнче бригадирта тăрăшать. Юлашки икĕ çулне коммуналлă хуçалăхра мастерта вăй хурать. 2008 çулта тивĕçлĕ канăва тухать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика