22 февраля 2011 г.
Шкул пĕтерекенсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланать. 11 çул хушшинче мĕн вĕреннине тест урлă кăтартмалла. Çулталăк тăршшĕпех вĕрентекенсем шкул ачисене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ пирки аса илтерсех тăраççĕ, вăл çывхарнă май нумайăшĕ канăçне çухатать. Кăçал Раççейри 790 пин яшпа хĕр, Чăваш Енри 6 пин те 500 çамрăк, Вăрмар районĕнчи 161 шкул ачи тата иртнĕ çулсенче шкул пĕтернĕ 2 çамрăк ППЭ тытма хатĕрленет. (Шкул пĕтерекенсен йышĕ пирĕн республикăра пĕлтĕрхинчен пин ачана яхăн сахалрах). Иртнĕ çул районта 139 çамрăк çак тĕрĕслев витĕр тухнă. ППЭ пирки мĕн пĕлмелле-ха ачасен те, ашшĕ-амăшĕсен те?
Март уйăхĕччен ĕлкĕрмелле
РФ Вĕрентÿ министерстви кăçалхи патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хăçан ирттерессине палăртрĕ ĕнтĕ. Март уйăхĕн пĕрремĕшĕччен аттестат илме хатĕрленекен кашни ачан хăш предметпа экзамен тытассине палăртмалла.
– Шкул ертÿçисемпе вĕрентекенсен те çакăн пирки аса илтерсех тăмалла. Кайран, палăртнă вăхăт иртсен, малтанхи списока кĕртмен предметпа экзамена тытма ирĕк паманнине манмалла мар, - хытах асăрхаттарнăччĕ ЧР Вĕрентÿ министрĕн çумĕ С.Петрова. Иртнĕ çул «çывăрса юлнисем» чылаййăн тупăннине, çавăншăн хăш-пĕр ертÿçĕн ĕç вырăнĕпе сывпуллашма тивнине те пытармарĕ Светлана Владимировна. ППЭ çамрăк шăпине татса паракан тĕрĕслев теме те пулать, çавăнпах кашнинех яваплăха ÿстерме хистет.
Иртнĕ çулхи пекех пурин те математикăпа тата вырăс чĕлхипе ППЭ тытмалла. Шкул ачисен олимпиадисенче малти вырăнсене тухнисем вара хăйсене паракан çăмăллăхпа кăçал пĕр аслă шкула кĕнĕ чухне çеç усă курма пултарĕç, унчченхи пек çак документа темиçе çĕре партармĕç.
Экзаменра мĕнпе усă курма юрать?
Кĕсье телефонĕ илсе кĕме юрамасть.Унпа вăрттăн усă куракансене асăрхасан аудиторирен кăларса яма, экзамена тепĕр хут тыттарма пултараççĕ. Математика экзаменне – линейка; физикăпа – линейка, программăсăр калькулятор; химипе те çавăн йышши калькулятор; географипе линейкăпа транспортир тата калькулятор илсе кĕме ирĕк парĕç.
Экзаменсем яланхи пекех 10 сехетре пуçланаççĕ. Математикăпа, физикăпа, литературăпа, информатикăпа тĕрĕслев 4 сехет пырать, историпе, обществознанипе – 3 сехет те 30 минут, вырăс чĕлхипе, биологипе, географипе, химипе – 3 сехет, ют чĕлхесемпе – 2 сехет те 40 минута тăсăлать.
Экзаменсем майăн 27-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 20-мĕшĕччен тăсăлаççĕ. Çак вăхăтра кăçал шкул пĕтерекенсем; пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче, техникумсенче ăс пухакансем; иртнĕ çул вĕренсе тухнисем ППЭ тытаççĕ:
майăн 27-мĕшĕ – информатика, биологи, литература;
майăн 30-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
июнĕн 3-мĕшĕ – ют чĕлхесем, хими;
июнĕн 6-мĕшĕ – математика;
июнĕн 10-мĕшĕ - географи, обществознани;
июнĕн 14-мĕшĕ – истори, физика.
Резерв кунĕсем:
июнĕн 16-мĕшĕ – ют чĕлхесем, обществознани, биологи, информатика;
июнĕн 17-мĕшĕ – географи, хими, литература, истори, физика;
июнĕн 18-мĕшĕ – вырăс чĕлхи;
июнĕн 20-мĕшĕ – математика.