22 февраля 2011 г.
Иртнĕ çул Вăрмарсемшĕн çăмăлах пулмарĕ пулин те, вĕсем пуçа усса лармарĕç. Потребкоопераци ĕçченĕсем вырăнти халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн чылай тăрăшрĕç. 2010 çул кооператорсемшĕн юбилей çулĕ (Чăвашпотребсоюз - 90, Вăрмар райповĕ 80 çул тултарчĕ) пулнă май, производствăра, обществăлла апатланура, суту-илÿре курăмлă ĕçсем турĕç. Вĕсемпе вара Вăрмар райповĕн уполномоченнăйĕсен 86-мĕш пухăвĕнче райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов тĕплĕн паллаштарчĕ. Пухăва Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова, Шупашкарти коопераци институчĕн юридици кафедрин заведующийĕ М.Кириллов, Шупашкарти коопераци техникумĕн преподавателĕ Л.Селезнева хутшăнчĕç.
Уполномоченнăйсен пухăвĕнче пурĕ 10 ыйту пăхса тухрĕç. Райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов иртнĕ çулхи ĕç итогĕсемпе паллаштарчĕ.
«Вăрмар райпо канашĕн тата правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ потребкоопераци аталанăвĕн программине пурнăçлассипе çыхăннă. Район рынокĕнче вăл пысăк вырăн йышăнать. Унăн танлаштаруллă виçи 58 процентпа танлашать. Потребкоопераци системинче çĕнĕлĕхсем кĕртесси те ырă йăлана кĕнĕ. 2009 çулта Республика кунĕ Вăрмарта иртнĕ май поселокри райпо лавккисене çĕнетсе улăштарнă. Халĕ вĕсенче туянакан тавара ирĕклĕ майпа туянма пултарать. Поселокри лавккасене сăн кĕртнипе пĕрлех ялсенчи райпо лавккисене те хăтлăх кĕртессипе тăрăшатпăр. Пурлăхпа техника базине те çулсеренех вăйлатса пыратпăр. Энĕшпуç, Тикаш, Кивĕ Вăрмар, Тупах ялĕсенче вырнаçнă райпо лавккисене çĕнетнĕ. Кăçал та ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеме палăртатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, вĕсене çамрăксене ытларах явăçтарасси, производствăна аталантарасси, ытларах вырăнта туса кăларнă продукципе тивĕçтересси, ял халăхне тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси», - терĕ Сергей Николаевич хăйĕн докладне пуçланă май.
Потребкооперацин тĕп ĕçĕ - суту-илÿ. Çак ĕçре 100 яхăн çын тăрăшса вăй хурать. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 155 миллион та 960 пин тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм - 102,4 процент. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 122 миллион та 689 пин тенкĕ пулнă. Ÿсĕм 113 процентпа танлашнă. Çавăнтан 83,1 процент апат-çимĕç продукчĕсем йышăнаççĕ. Пĕр çын пуçне иртнĕ çул 10 пин те 193 тенкĕлĕх тавар сутăннă, ÿсĕм - 115,4 процент. Поселокри «Заря», «Вăрмар», Мăнçырмари «Новинка», Чулкас, Саруй, Кивĕ Шулхан, Тупах райпо лавккисенче тавар ытларах сутăннине палăртмалла.
2010 çулта тавара кредит мелĕпе 1 миллион та 405 пин тенкĕлĕх сутнă. Сĕтел-пукан сутассин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3 миллион та 308 пин тенкĕпе танлашнă. Хуçалăхра кирлĕ таварсене сутассипе те тимлеççĕ райпо ĕçченĕсем. Аякри ялсене таварсемпе тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра çак ĕç предприятишĕн тăкаклă пулсан та, халăх шăпи, нуши-терчĕ канăç памасть. Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Шулхан, Чăрăшçырма ялĕсенче пурăнакансене эрнере пĕр хутчен кирлĕ таварпа тивĕçтеретпĕр. Унăн çаврăнăшĕ иртнĕ çул 900 пин тенкĕпе танлашрĕ», - терĕ С.Харитонов калаçăвне малалла тăснă май.
Кооперативлă предприятисем те пысăк кăтартупа палăрнă. Пысăк Енккассинчи кооператив предприятийĕн тавар çаврăнăшĕ 17,5, Мăнçырмари - 20,3, Чулкасри - 22,3, поселокри 34,4 процентпа танлашнă.
Иртнĕ çул халăха 2 миллион та 312 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ. Ветеринари аптекин те кăтартăвĕсем пысăк. Вăл 2 миллион та 476 пин тенкĕлĕх препаратсем сутнă.
Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество та иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Унăн тавар çаврăнăшĕ 33 миллион та 271 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 18 миллион та 499 пин тенкĕлĕх - хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукци. Ÿсĕм - 126,9 процент. Çурма фабрикатсем кăларасси те иртнĕ çулхипе танлаштарсан ÿснĕ. Юлашки икĕ çул хушшинче обществăлла апатлану предприятийĕнче строительствăпа монтаж ĕçĕсем чылай пурнăçланă. «Юность», «Меркурий», «Минутка» кафесене çĕнĕ сăн кĕртнĕ.
«Обществăлла апатлану çаврăнăшĕнче хамăр вăйпа туса кăларакан продукцине ÿстермелле. Çавна май тавар ассортиментне пуянлатса пырса ăна вырăнти халăх патне çитермелле», - палăртрĕ С.Харитонов.
Райпо аталанăвĕнче производство пысăк вырăн йышăнать. Тепĕр майлă каласан, ун тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсем кал-кал ĕçлесе пынă. Вĕсенче тавар туса кăларассин калăпăшĕ 24 миллион та 268 пин тенкĕпе танлашнă.
«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çăкăрпа булка изделийĕсене - 470,8, сухари - 16,4, кондитер изделийĕсем 46 тонна туса кăларнă. Ку кăтарту иртнĕ çулпа танлаштарсан ытларах. Пылак шыв туса кăларасси те ÿснĕ: вăл 73,2 пин декалитрпа танлашать. Çавăн пекех кĕсел 36,2 тонна, çурма фабрикатсем 963 пин тенкĕлĕх туса кăларнă. Çĕвĕ цехĕ те производство калăпăшне ÿстерсе 220 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. 2010 çулта çăкăр туса илессин калăпăшĕ 13,5 процент чакнă.
«АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçласа ял лавккисем суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе активлă ĕçлеççĕ. 2010 çулта ял хуçалăх продукцине халăхран 13 миллион та 48 пин тенкĕлĕх туяннă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе 18 лавкка ĕçлет.
Пĕтĕмĕшле каласан иртнĕ çула потребительсен обществи тăкаксăр вĕçленĕ, налуксене те вăхăтра тÿленĕ. Хальхи вăхăтра райпо системинче 276 çын вăй хурать. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа обществăлла ĕçсем пурнăçлама 12 килĕшÿ тунă.
2010 çулта строительство ĕçĕсем пурĕ 4 миллион та 25 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Çулсерен пурлăхпа техника базине вăйлатса пыраççĕ. Иртнĕ çул ГАЗ - 3302 автомашина, «Лада» çăмăл автомашина, ПЭТ савăтсене вĕрсе хăпартмалли аппарат, компьютерсем туяннă.
Уполномоченнăйсен пухăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тухса калаçрĕ. «Йывăрлăхсене пăхмасăрах райпо юлашки çулсенче ÿсĕмсен çулĕпе пырать. Малашлăхра çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тăрăшмалла. Рынок системинче конкуренци пуç пулса тăнă май, производствăра ĕçлекенсен хăйсен таварне туса кăларассипе тата ăна вырнаçтарассипе активлăрах ĕçлемелле тата халăх мĕнле тавар ытларах кăмăлланине тишкермелле. Çăкăр пахалăхне малти вырăна хумалла. Пĕрле кар тăрса ĕçлесен ÿсĕм пулатех», - терĕ К.Никитин. Вăл çавăн пекех районăн иртнĕ çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, малашлăх задачисене палăртрĕ.
Уполномоченнăйсен пухăвĕнче Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л.Абрамова Вăрмар райповĕ лайăх ĕçлесе пынине, кăçалхи çул производство аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, суту-илĕве вăйлатмаллине каларĕ. Пухура уполномоченнăйсем райпон иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне вăтам хак пачĕç.