22 февраля 2011 г.
Иртнĕ çул çанталăк шăрăх тăнине пула тĕш тырă, пахча çимĕç культурисен тухăçĕ питех савăнтармарĕ пулин те, хăш-пĕр хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вăл начар мар пулнă темелле. Нумаях пулмасть Шупашкарта иртнĕ «Çĕр улми, пахча çимĕç - 2011» курав хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ял хуçалăх производство кооперативĕсене, çĕр ĕçĕпе çыхăннă пур ĕçчене те хăй тавра пуçтарчĕ.
Асăннă курава пирĕн районтан «Г.Н.Ямуков», «А.Г.Сапаркин», пĕртăван Захаровсем, «В.Яковлев», «О.А.Иванова» хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕсем тата ытти хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Делегацие Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пычĕ. Пирĕн корреспондент З.ПАВЛОВА асăннă курава хутшăннă - «Россельхозцентр» федераллă патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн пирĕн районти пайĕн пуçлăхĕпе Семен Николаевич Семеновпа тĕл пулчĕ.
- Кăçал нумайăшне çĕр улми вăрлăхĕ туянасси пăшăрхантарать. Ял çыннисене йывăрлăхран тухма Шупашкарта иртнĕ «Çĕр улми, пахча çимĕç - 2011» ятпа иртнĕ курав пулăшасса шанас килет. Эсир те унта пулса куртăр. Хăвăр шухăш-кăмăлăрсемпе паллаштараймăр-ши?
- Асăннă курава кăçал уйрăмах çын йышлă пухăнчĕ. Кунта Раççейĕн 25 регионĕнчен тата чикĕ леш енчи 5 çĕршывран çĕр улмипе ĕçлекен 500 ытла специалист хушăннă. Пирĕн тăрăхран çĕр улмипе ĕçлекен хресчен (фермер) хуçалăхсем кунта пулса курчĕç, ыттисен опычĕпе паллашрĕç. Курава ют çĕршывсенчен çĕр улмин элита, суперэлита вăрлăхĕсене чылай илсе килнĕ. Нимĕçсен «Альвара», «Рикея», «Бернадетта» сорчĕсемпе хăшĕ-пĕри тинтерех кăна паллашнине каларĕç. «О.А.Иванова» хресчен (фермер) хуçалăхĕ Мускав облаçĕпе - 40, Чулхулапа 20 тонна вăрлăх туянассипе килĕшÿ турĕ. Çавăн пекех «А.Г.Сапаркин» хресчен (фермер) хуçалăхĕ те пахча çимĕç шăваракан оборудовани туянассипе тата ăна вырăнта ĕçлеттерессипе килĕшÿ тунă. Пĕтĕмĕшле каласан курава кайса пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни пирĕн ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн питĕ усăллă пулчĕ. Куравпа паллашнипе пĕрлех çĕр улмине сутассипе ятарласа ярмарккă та ĕçлерĕ, «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕр улми чылай сутрĕ.
- Çунана - çулла, урапана хĕлле хатĕрлемелле тесе калакан ваттисен сăмахĕ паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕр улми вăрлăхне хатĕрленĕ чухне мĕн шута илмелле?
- Çуркуннехи ĕçсене туса ирттерме хатĕрленнĕ май нÿхрепри пахча çимĕç культурисем, çĕр улми мĕнлерех упранни çинчен манас пулмасть. Сывлăш температури пысăк пулсан нÿхрепри çĕр улми шăтма пуçлать, çапла майпа ун пахалăхĕ чакма тытăнать. Ун пек ан пултăр тесен температура виçине тĕрĕс тытса пымалла. Ун виçи 1-2 градус ăшăран кая пулмалла мар.
- Çуркунне кунран кун çывхарса пынă май вулакансене пĕр ыйту канăç памасть: çĕр улми лартмашкăн юрăхлине мĕнлерех пĕлме пулать?
- Иртнĕ çул çуллахи вăхăтра çанталăк шăрăх тăнине пула çĕр улми лайăх ÿсеймерĕ. Тепĕр хут калчаланма пуçлани те ун пахалăхне сиенлетрĕ. Çавна май кăçал вăл лартма юрăхлине пĕлес тесен февраль уйăхĕнче пĕр е икĕ килограмм çĕр улмине çутă, ăшă вырăна кăларса хумалла. Енчен те çĕр улми куçĕнчен шăтма тытăнать, калчи çирĕп пулсан ăна лартма юрать. Çĕр улмин пур куçĕнчен те калчисем шăтнă хыççăн имшер пулчĕç пулсан, çак вăрлăхăн пахалăхĕ улшăнма пултарнă. Кун пек вăрлăха апат-çимĕç пĕçернĕ чухне усă курни вырăнлăрах пулĕ.
- Район хаçатне вулакансене нумайăшне вăрлăхлăх çĕр улми ăçтан туянма пуласси канăç памасть. Кăçал паха вăрлăх ăçтан туянма пулĕ-ши?
- ЧР Правительстви ку енĕпе ятарласа апат-çимĕç фончĕ йĕркеленĕ. Çĕр улмие, тĕш тырă вăрлăхĕсене, минераллă удобренисене асăннă фондран туянма пулать, 8(8352)57-20-45 телефонпа ыйтса пĕлме пулать. Унсăр пуçне районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе те çыхăнма май пур. Кун пирки 2-31-47, 2-10-16 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравлама пултаратăр.