18 февраля 2011 г.
Физкультурăпа спортăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинчен сăмах пуçартăмăр пулсан, ахăртнех çак вышкайсăр ырă ĕçре тăрăшакан маттурсем çинчен аса илни питех те вырăнлă. Вĕсенчен пĕри Ю.Архипов.
АЧАЛĂХ
Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ вăхăтрах Юрий класри ачасем хушшинче пĕвĕпе çÿллех мар пулин те, хул-çурăм тĕреклĕхĕпе те, вăй-халпа та уйрăлса тăнă. «Чупса-сиксе е йĕлтĕрпе ярăнассипе ăна çитекен çукчĕ», - ырăпа аса илет унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Л.Аркадьева. Тÿрех калас: ачалăхĕ ытла та хуйхăллă, тумхахлă пулнă унăн. 7 çула çитсессĕн ашшĕсĕр, 14 çулта амăшĕсĕр тăрса юлать Юра. Тăр-тăлăха юлнă ашшĕ-амăшĕн ăшăлăхне çухатнă пĕчĕкскерĕн ăçта каймалла; Юрать ырă чунлă çынсем хăйсен хÿттине илсе ачана пулăшса, хавхалантарса пынă. Хăйне çав тери йывăр самантра пулăшнă, хуйхи-суйхине хăй чĕри патне илнĕ кÿршĕ çыннине П.Маркова чи-чи ырă сăмахсемпе ăшшăн пуç таять. Çавăн пекех Урнар ялĕнчи Г.Русскова иккĕмĕш ашшĕ вырăнне хурса тав тăвать. Ольга аппăшĕсĕр мĕнле пурăннă пулĕччĕ-ши тата; Ыхраçырма ялĕнчен ир-ирех кирек мĕнле çанталăкра та пĕрле çуран утнă-чупнă юлташĕсене Т.Тимофеева, В.Петрова, Н.Яковлева мĕнле манăн тата; А.Тимофеев каярахпа пурте пĕлекен чăвашсен паллă çыравçи пулса тăрать. Илемлĕ литературăпа кăсăкланакансем унăн «Ыхра» хушма ятпа хайланă сăввисемпе калавĕсене вуласа пĕлме кирлĕ. Шел пулин те, çамрăк калем ăстин ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулчĕ. В.Петров чылай çул хушши КПСС Вăрмар райкомĕнче вăй хучĕ. Хальхи вăхăтра Суд департаменчĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет. Н.Яковлев район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн яваплă ĕçĕнче пĕтĕм тăрăшулăхĕпе вăйне пачĕ. Шанчăклă юлташсем хушшинче хăйне пуринчен те телейлĕ туйса тăнă вăл.
Урнар шкулĕнче çав вăхăтра физкультура вĕрентекенĕ пулса В.Платонов ĕçленĕ. Тин кăна çартан тĕрекленсе таврăннă каччă Ыхраçырма, Шăплат ачисене тĕрлĕ спорт вăййисене явăçтарать. «Урнар шкулĕ мана пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшрĕ», - каярахпа тăтăшах аса илет Юрий Порфирьевич Архипов.
ÇАМРĂКЛĂХ
Вăтам шкула ăнăçлă пĕтерет. Районта, колхозра пулса иртекен спорт ăмăртăвĕсенче, акатуйсенче Юрăна чупса çĕнтерекен пулман тесен те тĕрĕсех пулĕ. Çамрăка кĕçех «Динамо» колхозăн вăл вăхăтри председателĕ Р.Егорова спортри пултарулăхне кура хуçалăхăн спорт-инструкторĕн яваплă ĕçне шанса парать. Мал ĕмĕтлĕ каччăн пуçĕнчи шухăш - çамрăксене туслă йыш туса ытларах та ытларах ăмăртусене явăçтарасси. Колхоз çамрăкĕсем хушшинче тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттересси тинех вăй илме пуçлать. Çав шутрах ĕмĕтĕнче чи кирлĕ шухăш канăç памасть ăна: «Колхозăн тĕп ялĕнче - Пысăк Енккассинче - тем тесен те стадион кирлех. Виçĕ пĕр шухăшлă каччă В.Алексеев, М.Кузьмин, Ю.Архипов хуçалăх ертÿçине хăйсем мĕн тивлетпе çÿренине пĕлтерсе ÿкĕте кĕртеççĕ - кĕртеççех. 1968 çулта Пысăк Енккассинче уçăлнă стадион паян кунчченех районти чи чаплă спорт аренисенчен пĕри пулса тăрать.
Тинĕс Çар флотĕнче службăра тăнă Ю.Архипов матрос 3000 м чупса Балти флочĕн чемпионĕ пулса тăрать, спорт мастерĕн кандидачĕн нормине чылай ирттерсе пурнăçлать. Ăмăртусенче яланах малта пулнине хавхаланса унăн çĕнĕ ĕмĕт çуралать: «Малалла вĕренмелле, çĕнтермелле».
Кĕçех вăл Канаш хулинчи педагогика училищин физкультура уйрăмĕн алăкне хăюллăн уçса кĕрет. Кунти физкультура уйрăмĕ чылай çамрăка спортăн анлă çулĕ çине кăларассипе чапа тухнă. Р.Бикчурин (спорта юратакансем СССР рекордсменĕсене пĕр тăван Равильпе Рассых Бикчуринсене пĕлме кирлĕ) Ю.Архиповран çирĕп ыйтнă, тĕрлĕ спорт вăййисен, çăмăл атлетика мелĕсен вăрттăнлăхне уçса панă. Р.Бикчурина - хăйĕн пĕрремĕш тренерĕ пулнине шута илсе - ăна чунтан хисеплет, ĕçĕнче унăн сĕнĕвĕсене, мелĕсене шута илсе ĕçлеме тĕллев тытать. Юрийăн юлташсем яланах йышлă пулнă. Училищĕре И.Таратинпа, А.Федоровпа, И.Ивановпа, В.Гавриловпа çывăх туслашать. Кунтах вăл хăйĕн савнă çыннипе паллашать. Сарă çÿçлĕ, кăвак куçлă Йĕпреç хĕрĕ Г.Матвеева çамрăк йĕкĕтĕн чĕрине вут хыптарать. Çавăнтанпа Юрăпа Галя ĕмĕр тăршшĕпех пур йывăрлăха çĕнтерсе çирĕппĕн малалла утаççĕ.
ÇИТĔНŸСЕМ
Пирĕн шкулта, ял условийĕсенче çĕршыв, тĕнче шайĕнче палăрма пултаракан спортсмен хатĕрлеме йывăр, унăн вара Турă пани пур. 36-мĕш çул ĕçлет Юрий Порфирьевич Пысăк Енккасси вăтам шкулĕнче.
Вăл вĕрентнĕ спортсменсем çинчен асăнса хăвараймасăр май та çук. Т.Титова паян та ветеран спортсменсем хушшинче марафон чупса тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. Икĕ хут тĕнче класлă спорт мастерĕ хăйĕн пĕрремĕш тренерĕпе туслă çыхăну тытать. Тепĕр Карăкçырма хĕрĕ Европа чемпионки, Пекинри Олимп вăййисенче 4-мĕш вырăн йышăннă тĕнче спорт мастерĕ Т.Петрова та хăйĕн çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтерсех тăрать. Тĕрĕсех çырать паллă спорт тишкерĕвçи П.Сидоров: «Карăкçырма ялне çăмăл атлетсемех чапа кăларчĕç. Районти хĕрарăм çăмăл атлетсенчен пĕрремĕш спорт мастерĕ З.Миролюбова, спорт мастерĕн кандидачĕсем: Г.Федорова, Л.Григорьева, В.Миролюбова, В.Александров тата ыттисем те хăйсен ялĕнчи «чăваш Ахматовин» Мария Волкован вилĕмсĕр хайлавĕсемпе сăввисемпе хавхаланса çитĕнÿсен çулĕ çине тăраççĕ. Тĕнче чемпионатне хутшăннă О.Николаева, Н.Ильина, Т.Титова, Т.Петрова, тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерÿçи спорт мастерĕ Г.Афанасьев, В.Петров, В.Смирнов, О.Иванов, С.Александров, Евгенийпе Василий Архиповсен ячĕсем шкул историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнма тивĕç. 10 хутчен шкулăн туслă команди «Советская Чувашия», «Молодой коммунист» хаçатсен куçса çÿрекен Кубокне çĕнсе илет. Хăйĕн ĕçĕнче юратнă вĕрентекен РСФСР, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ К.Якимова пек ырă чунлăскерсене тивĕçлипе хаклать, пĕрле ĕçлеме тÿр килнишĕн савăнать. ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсене Р.Гурьевăпа Т.Табаковăна, М.Табакована, А.Артемьевана сума сăвать. А.Григорьевапа И.Иванован çитĕнĕвĕсемпе хĕпертет Юрий Порфирьевич. 2008 çулта уçăлнă çĕнĕ шкул туслă йыша татах вăй-хăват илсе килчĕ. Шкулти спортзал шкулта вĕренекенсене кăна мар, ялти çамрăка та хăй патне илĕртет. Халиччен баскетбол, волейбол вăййисемпе питех палăрман пулсан, халĕ вăйăсен чеелĕхне алла илсе палăрма та ĕлкĕрчĕç. Çамрăк вĕрентекен - тренер Е.Павлов ирттерекен тренировкăсем хăйсен тухăçне параççех. Ял уявĕ ирттермелле е пĕр-пĕр турнир - эпĕ яланах хăюллăн Ю.Архипов патне канаш ыйтма каятăп. Ăна ял, шкул пуласлăхĕ канăç памасть. Ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ çулсенче те (1994-1999 ç.ç.) чылай ыйтусем татса пама тивет унăн. Ял ватăлни, демографи ыйтăвĕ хытах шухăшлаттарать. Вăл пысăк тавра курăмлă çын, кирек мĕнле ыйтăва та хуравлать. Пурнăçра та, ĕçре те сăпайлă, мăнаçланмасть, харкашмасть. Пĕрле ĕçлекенсем, вĕренекенсем ăна хисеплеççĕ. Ял хушшинче те сумлă. Вăл аслă категориллĕ тренер, аслă категориллĕ вĕрентекен. Вăл пичетлесе çырса кăларнă «Подготовка юных бегунов сельской местности» вĕрентÿ пособийĕпе спорт шкулĕсемпе вăтам шкулсенче анлăн усă кураççĕ. Мухтава тивĕçлĕ вĕрентекен Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
КИЛ, ÇЕМЬЕ – ПУРНĂÇ НИКĔСĔ
Пысăк Енккасси ялĕнче хăтлă çурт, тирпейлĕ пахча, йышлă выльăх-чĕрлĕх вĕсен. Мăшăрĕ, Галина Ивановна Архипова, ялти вĕрентÿ учрежденийĕн директорĕ. Иртнĕ суйлавра округри суйлавçăсем ăна Вăрмар районĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйларĕç. Çавăн пекех вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ. Упăшкин çитĕнĕвĕсенче унăн витĕмĕ çук мар. Хăй те (маларах асăнтăм) физкультура уйрăмне пĕтернĕ. Çакăнта вĕсен ăнăçу çăл куçĕ.
2 ывăлпа 1 хĕр çитĕннĕ туслă çемьере. Женя хăйĕн кун-çулне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, Хусанти Суворов училищине, Санкт-Петербургри физкультурăпа çар институтне, Хусан хулинчи технологи университечĕн аспирантурине пĕтерсе педагогика наукисен кандидачĕ пулса тăрать. Ашшĕнни пекех спортри çитĕнĕвĕсем куç кĕрет. Бокс енĕпе - Ленинград çар округĕн чемпионĕ, спортсменсем хатĕрлес енĕпе те тухăçлă ĕçлет. Тĕнче, Универсиадăн 2 чемпионне хатĕрленĕ Е.Архипов подполковник. Вася ирĕклĕ майпа кĕрешсе Тутар Республикин темиçе хут призерĕ. РФ спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Хĕрĕ Дарья Шупашкарти Культура институчĕн театр уйрăмне пĕтерсе Чăвашсен пукане театрĕнче тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе савăнтарнă, тĕнчери пукане театрĕсен «Муравейник» 6-мĕш фестивальне (Финлянди) хутшăнма тивĕç пулнă. Вĕреннĕ чухнех шанăç кÿрекен çамрăк хĕре ЧР Президенчĕн стипендине парса чыслаççĕ.
Нумаях пулмасть иккĕмĕш аслă пĕлÿ илсе экономист профессине алла илчĕ. Галина Ивановнапа Юрий Порфирьевич Архиповсен мăнук çитĕнет. Паян Юрий Порфирьевич Архипов хăйĕн 60 çулхи юбилейне, ыран Галина Ивановна 55 çулхи кунне уявлать. Çакă паллă кунсемпе пур ял-йыш, тăван-пĕлĕш, хурăнташ, пĕрле ĕçлекенсем чун-чĕререн ăшшăн саламлаççĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума çирĕп сывлăх, телей сунаççĕ.