18 февраля 2011 г.
Февралĕн 13-мĕшĕнче спорта кăмăллакансем çĕршывĕпех йĕлтĕр çине тăраççĕ. Унта çулсеренех çĕршер пин çын хутшăнать. Малтанхи çулсенче пирĕн республикăра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» - ăмăртăва Шупашкар хулинче ирттернĕ пулсан, пĕлтĕртенпе ăна вырăнта, район центрĕсенче йĕркелеме пуçланă. Ăмăртăва йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх кăçал çак кун Шупашкарта тата республикăри тĕрлĕ район-хулара пурăнакан 41 пин çын йĕлтĕр сырса чупăва тухнă. Вăрмарсем те Раççейĕпе ирттерекен уявран айккинче юлмарĕç. Çанталăкĕ сивĕрех тăчĕ пулин те ăмăртăва сывă пурнăç йĕркине мала хуракан 800 яхăн çын хутшăнчĕ.
Спорт уявĕ савăнăçлă лару-тăрура Вăрмар поселокĕн тĕп площадĕнче уçăлчĕ, ун хыççăн чупăва хутшăнакансем ăмăрту иртекен вырăна - Кивĕ Вăрмар ялĕ çумĕнчи катана пуçтарăнчĕç.
Сехет йĕппи 12 кăтартать. Старта чи малтанах VIP-йĕлтĕрçĕсем - райадминистрацин ĕçченĕсем, организацисемпе предприяти ертÿçисем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район Пухăвĕн депутачĕсем тухрĕç. Вĕсем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, район пуçлăхĕ В.Павлов пурри те ăмăртăва хутшăнакансене хавхалантарчĕ, тупăшу хĕмне татах вăйлатрĕ. 2014 çулта Сочире иртекен хĕллехи Олимпиадăна халалланă 2014 метрлă VIP-дистанцире арçынсем хушшинче Н.Павлов (Вăрмар райадминистрацийĕ) пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Г.Боредскийпе (Пинер) О.Иванов (Энĕшпуç) пайларĕç, хĕрарăмсенчен Л.Федорова (Кĕтеснер), И.Дмитриева (Вăрмар райадминистрацийĕ), Н.Алексеева (Кавал) чи малтисем пулчĕç.
Тĕрлĕ çулсенче çуралнă шкул ачисен ушкăнĕсенче Л.Васильева, А.Линга, М.Андреев, Т.Пугачева, А.Петров, И.Долгова, В.Сергеев, Н.Крылова, Н.Артемьев (Чупай), А.Петрова, И.Дмитриев, С.Иванов, В.Иванов (Энĕшпуç), И.Ильин (Пысăк Енккасси), Е.Егоров (Мăнçырма), Н.Ленский (Тикаш), Н.Цырульникова (Пинер), С.Матвеева, А.Петров, А.Кузьмина (Кĕлкеш), В.Алексеева (Кавал), Е.Никифорова (Кĕтеснер) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. 30-59 çулхи ушкăнсене кĕрекен спортсменсем тĕрлĕ километрлă дистанцисенче хăйсен вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Арçынсенчен - А.Топтыгина (Аслă Чак), А.Борисов, В.Федоров (Кивĕ Вăрмар), А.Сергеев (Энĕшпуç), Э.Мясников (Вăрмарти 39 " ПЧ), В.Петров, Н.Андреев, В.Васильев, И.Михайлов (Вăрмар поселокĕ), А.Дмитриев (Чупай), О.Мефодьев (Мăнçырма), В.Иванов (Арапуç), Г.Егоров (Вăрмарти искусство шкулĕ), В.Лирзай (Кавал), Н.Эсенкулов (район больници) - малти вырăнсенче тухрĕç, хĕрарăмсенчен Е.Михайлова (Чупай), В.Викторова (районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайĕ), О.Илаклева (Вăрмар) - пĕрремĕшсем пулчĕç.
Ял тăрăхĕсен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Кивĕ Вăрмарсем тухрĕç, Энĕшпуçсем - иккĕмĕш, Пинерсем виççĕмĕш вырăнпа килĕшрĕç.
Районти предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче пĕрремĕшсем - Вăрмар район администрацийĕн, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Вăрмарти 39 " Пушар чаçĕпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр командисем йышăнчĕç.
Спорт уявне районти Спорт çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç. Мала тухнă пур çĕнтерÿçĕсене те парнесем пачĕç, грамотăсемпе наградăларĕç, медальсем парса чыс турĕç. Чи çамрăк йĕлтĕрçĕсем Аля Михайловапа Дима Архипов та парнесемсĕр юлмарĕç. Ăмăртăва йĕркелекенсем «Поддержка» патшалăх страховани компанийĕн Вăрмарти представительствин ертÿçисене мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав тăваççĕ.