АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕрлĕхе çамрăкла юлнисем

15 февраля 2011 г.

1979 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Совет çарĕсен пысăках мар контингентне Афганистана илсе кĕме йышăну тунă чухне никамах та çак вăрçă 10 çула яхăн тăсăласса, пиншер совет çыннин (ытларах çамрăксен) пурнăçне илсе каясса, вуншар-вуншар пинĕшĕ унтан сусăрланса таврăнасса шутламан. Малтанласа «Интернационалла тивĕçе пурнăçлама» тесе кĕртнĕ çар çыннисем каярах чăн-чăн граждан вăрçине лекнине ăнланнă. Анчах салтак нихăçан та приказа сÿтсе явмасть - вăл ăна пурнăçлать. Çĕршер пин салтакпа сержант, старшина, прапорщикпе офицер çак хушăра хăйсен тивĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçланă. «Всемирная история: вопросы и ответы» кĕнеке пĕлтернĕ тăрăх, çав вăхăтра Афганистанра вунă çул хушшинче вăрçă витĕр 620 пин ытла çар çынни тухнă. Официаллă çăл куçсем пĕлтернĕ тăрăх, Совет çарĕн çак вăрçăри çухатăвĕ 14,5 пин çынпа танлашнă (вилнисем), 417 çар çынни хыпарсăр çухалнă е тыткăна лекнĕ (каярах 119-не хăтарнă), 55 пине яхăн аманнă е контузи илнĕ.

Чăваш Енрен Афганистанри вут-çулăма 4,5 пин çар çынни кĕнĕ. Вĕсенчен 113-шĕ вилнĕ, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă. Пирĕн районти ун чухнехи вуншар-вуншар çамрăкăн салтак атти çак çĕршывăн чуллă-тусанлă çĕрĕ çинче сахал мар йĕр хăварнă. Кандагар, Пули-Хумри, Кундуз, Баграм, Мазари-Шариф тата ытти пирĕн хăлхашăн урăхла илтĕнекен географи ячĕсем вĕсемшĕн ют мар.

1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче юлашки совет салтакĕ Термез кĕперĕ урлă каçрĕ. Çавăнтанпа Афганистан вăрçин ветеранĕсемшĕн вăл чи сума сăвакан уявсенчен пĕри. Анчах пурте çак куна кĕтсе илеймерĕç. Ултă ентеш - маттур та харсăр чăваш каччисем - Г.Александров, Ю.Иванов, М.Демидов, Ю.Семенов, Р.Петров, А.Линга тăван килĕсене цинк тупăкра килчĕç. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕпе районти тĕп библиотека çак тата Чечен Республикинче «Конституци саккунлăхĕпе йĕркелĕхне çирĕплетесси» (1994-1996 ç.ç.) тата «Çурçĕр Кавказри террористсене хирĕçле операци» (1999-2005 ç.ç.) ятпа иртнĕ вăрçăсенче пуçа хунă ентешсене вĕсем тăваттăн - А.Смирнов, В.Иванов, С.Григорьев, И.Иванов - асра тытса пысăк мар брошюра кăларчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика