15 февраля 2011 г.
Райадминистрацин ларусен залĕнче хула тата ял тăрăхĕсемпе иртнĕ ларăва Вăрмар районĕнчи право йĕркисене пăсассине хирĕç кĕрешекен профилактика комиссийĕ хутшăннă. Ăна Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынă.
Кун йĕркинче пурĕ 7 ыйту пăхса тухнă. «Коррупцие хирĕç кĕрешесси çинчен» федераллă саккуна районта мĕнлерех пурнăçласа пынă пирки Вăрмар район прокурорĕн заместителĕ Г.Демьянов тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, коррупцие хирĕç кĕрешессипе саккуна пăснă тĕслĕхсемпе район прокуратури тĕрĕслев мероприятисем ирттернĕ. Район прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче коррупципе хирĕç кĕрешесси çинчен калакан саккунсене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă, вĕсене прокуратура тĕрĕслевĕ ирттернĕ хыççăн пĕтернĕ. Коррупципе кĕрешессипе çыхăннă саккунсене пурнăçлассине сăнаса тăрас тĕлĕшпе иртнĕ çул район прокуратури саккуна пăснă тĕслĕхсем тупса палăртнă.
Лару вăхăтĕнче çавăн пекех право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешекен профилактика ĕçĕсем ирттерес тĕллевпе çамрăк ăрăва «Илем» физкультурăпа спорт комплекса ытларах явăçтармаллине палăртнă.
Обществăлла вырăнсенче право йĕркине мĕнлерех тытса пырассипе Тикаш, Чупай, Кавал ял тăрăхĕсен ĕç-хĕлне тимленĕ. Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Андреев палăртнă тăрăх, ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, обществăлла вырăнсенче право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешекен профилактика мероприятийĕсем ирттерессипе профилактика канашĕ, халăх дружини, хĕрарăмсен канашĕ, депутатсен комиссийĕ активлă ĕçлеççĕ. Халăх дружининче 8 çын хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Обществăлла вырăнсенче право йĕркине сыхлас енĕпе милицин участокри уполномоченнăйĕпе Н.Ивановпа ашшĕ-амăшĕсен патрулĕ чылай ĕçсем туса ирттерет. Çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕнче право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешессипе йĕркеленĕ прфилактика канашĕ иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе малашлăх задачисене палăртнă.
Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Алексеева ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланине каларĕ. Кавал ял тăрăхĕ йĕркеленĕ халăх дружининче 14 çын хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пырать. Каçхи вăхăтра вĕсем урамсенче, обществăлла вырăнсенче çул çитмен ачасем тата аслă ăрурисем право йĕркине пăсассине хирĕç кĕрешессипе ятарласа патруль йĕркеленĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов кăçалхи март уйăхĕнчен «Полици çинчен» калакан саккун вăя кĕресси, çавна май шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе аттестаци иртессине, ял тăрăхĕсенчи халăх дружинисен милицин участокри уполномоченнăйсемпе тачă çыхăнура ĕçлемеллине каларĕ.
Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен официаллă сайчĕсемпе конкурс ирттересси çинчен райадминистрацин информаци пайĕн начальникĕ А.Чернов тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ял тăрăхĕсен сайтпа ытларах ĕçлемеллине, вырăнти халăха тăтăшах çĕнĕ информаципе паллаштармаллине палăртса хăварчĕ.
Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Э.Захарова «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен» федераллă саккуна улшăнусем кĕртнипе паллаштарчĕ. Ларура çавăн пекех ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин пĕтĕмлетрĕ. Унтан тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.