АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательлĕх вăй илсе пырать

11 февраля 2011 г.

Вак предпринимательство аталанăвĕн кăтартăвĕ вак бизнесăн экономикăри социаллă вырăнĕ çинчен калать, вăл çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелет. Вак бизнес çине пирĕн халăха ĕçпе тухăçлă тивĕçтерекен, çакă уйрăмах ялта питĕ кирлĕ, унăн право тата пĕтĕмĕшле культурине ÿстерекен, халăх промыслине аталантаракан, чи кирлĕ фактор пек пăхмалла. Аталаннă пĕтĕм çĕршывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать.

2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта юридици сăпатĕнче тăракан - 121, уйрăм çын предпринимательсем 779 шутланаççĕ, вĕсенче пурĕ 2073 çын тăрăшса вăй хурать. Çакă районта ĕçлекенсенчен 42,4 проценчĕпе танлашать.

Предпринимательлĕхе аталантарас тĕллевпе вырăнти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă республикăри тĕллевлĕ программа ĕçлет. Асăннă программăна пурнăçа кĕртме 2010 çулта 95 бизнес-планшăн 5,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ çул пĕчĕк калăпăшлă предприятисем продукци туса кăларасси тата тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем парасси пурĕ 235,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Çакă 2009 çулпа илсен 135,4 процентпа танлашать.

Республикăри конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕн район 2010 çулта вак тата вăтам бизнеса аталантарма 800 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Асăннă укçа-тенкĕне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсемпе ирттернĕ конкурсра çĕнсе илнĕ 5 предприниматель тивĕçнĕ. Ку укçа-тенкĕпе çĕвĕ цехĕ уçма, ăшă паракан котелсен производствине йĕркелеме, кăмпа ÿстерме тата çăмăл автомашинăсем юсама палăртнă. Пĕтĕмпе çак предприятисенче 48 хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех кредит илнĕ чухне процент ставкисене субсидилеме «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществине тата Вăрмар райповĕн «Нива» тулли мар яваплă обществăна район бюджетĕнчен 47,8 пин тенкĕ уйăрнă.

Юлашки çулсенче «АЛТЭЦЦА», «Аван-Полимер» тулли мар яваплă обществăсене производствăна аталантарма субсиди уйăрнă.

Иртнĕ çул октябрь уйăхĕнче тепĕр çĕнĕ предприяти «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» «ОВАС»тулли мар яваплă общество уçăлнă. Асăннă предприяти çул çитмен ачасем валли тĕрлĕ йышши курткăсем çĕлет. Кунта хальхи вăхăтра пурĕ 95 çын тăрăшса вăй хурать. Туса кăларнă продукцин калăпăшĕ иртнĕ çул 14 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçал вара продукци туса кăларассин калăпăшне 100 миллион тенке çитерме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра вăтам ĕç укçи уйăхне 12000-14000 тенкĕпе танлашать. Производство хăватне ÿстерме кунта пурлăхпа техника базине çĕнетнĕ. Çĕнĕ йышши çĕвĕ машинисем 5 миллион тенкĕлĕх туяннă. 2011 çулта капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлама тата çĕнĕ йышши оборудовани туянма пурĕ 30 миллион тенкĕ пăхнă, çакă тепĕр 100 хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать.

2010 çулхи октябрь уйăхĕнче «Светлана» тулли мар яваплă общество ĕçлеме тытăннă. Кунта хушма ĕç вырăнĕ 34 йĕркеленнĕ. Асăннă предприяти ĕç костюмĕсем çĕлессипе тăрăшать. Кăçалхи çул Энĕшпуç тата Чупай ял тăрăхĕсенче çак предприятин филиалĕсене уçса тепĕр хушма ĕç вырăнĕ 30 йĕркелеме палăртаççĕ.

Иртнĕ çул «Нефть-Трэвел» тулли мар яваплă общество хута кайрĕ. Кунта хальхи вăхăтра 12 çын тăрăшса вăй хурать. Кăçалхи çул автосервис, автомашинăсем çăвакан цех, ятарлă лавкка уçма палăртасшăн. Çак ĕçсене пурнăçлама 25 миллион тенкĕ инвестици хывнă, хушма ĕç вырăнĕ 17 йĕркелеме палăртнă. Пĕтĕмĕшле каласан, иртнĕ çул районта хушма ĕç вырăнĕ пурĕ 91 йĕркеленĕ.

РФ Президенчĕ Д.Медведев Федераци Канашне янă çырăвĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шутне ÿстермеллине, çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем ытларах йĕркелемеллине палăртнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх инфратытăмне аталантарассипе пирĕн район тĕллевлĕ ĕçлет. Иртнĕ çул çĕвĕ производствине аталантарма - «Светлана», хутса ăшăтмалли хурансем туса кăларассипе «Котлы» тулли мар яваплă обществăсем, Васильев Вячеслав Юрьевич ( сĕтел-пукан туса кăларма), Владимиров Алексей Георгиевич (çăмăл автомашинăсен кузовĕсене юсассипе тÿлевлĕ пулăшу пама), Иванова Валентина Петровна ( кăмпа ÿстерме) уйрăм çын предпринимательсем укçа-тенкĕ енчен пулăшу илнĕ. Кăçал та пĕчĕк тата вăтам предприниательлĕхе аталантарас тĕллевпе районта пулăшу пама пăхнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика