АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Вăрмарсем кăлараççĕ чĕпĕсем

11 февраля 2011 г.

Чи малтан çăмарта е чăххи пулнă-и? Çак ыйту этемлĕхе чылайранпа хумхантарать. Анчах та «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче çăмартаран чĕпĕсем тухма пуçланă кун пырса курсан ку тавлашу пĕлтерĕшлĕ марри палăрать.

Сарă, сăрă, (хура тĕслисем те пур) бройлер чĕпписем хăйсен çинçе сассипе тĕнчене килнине пĕлтерсен: «Пурнăç малалла», - шухăш çуралать. Пĕлтĕрхи декабрĕн 30-мĕшĕнчех фабрикăра чăх-чĕп пăхакансем 22 пин те 300 пуç бройлер чĕппи кăларнă, февралĕн 4-мĕшĕнче тепĕр 8 пин пуç çăмартаран тухнă. Асăннă уйăхăн 10-мĕшĕнче чĕпсен курăмлă йышне Волгоград облаçĕнчи чăх-чĕп тытакан хуçалăх илсе кайнă, февралĕн 26-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсем 2700 пуç илсе кайма шантарнă. Унсăр пуçне чăх-чĕпе уйрăм çынсене те сутаççĕ.

Акционерлă обществăн тĕллевĕсем пысăк. Инкубаципе çăмарта склачĕн заведующийĕ Т.Васильева пĕлтернĕ тăрăх кăçал 230 пин пуç бройлер, хур, кăркка чĕпписем сутма палăртнă, унсăр пуçне тĕрлĕ кайăк-кĕшĕкĕн 1,5 млн çăмартине реализацилесшĕн. Хăйсем умне лартнă тĕллеве вара киввăрмарсем яланах пурнăçланă. Хĕрÿ вăхăтра тума палăртнă ĕçсене пурнăçлама туслă коллектив пур енлĕн тăрăшать. Л.Ильина ветеринари врачĕ халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та чĕпсене вакцинаци тăвассипе ĕçлет. «Кашăк сĕтел умне ларсан хаклă» тени кунта пĕлтерĕшлĕ. Ĕç калăпăшĕ ÿснĕ май хуçалăхра тин тухакан чĕпсене пăхма пенсие тухнă, нумай çул хушши çак производствăра тăрăшнисене те явăçтараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика