АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен çитĕнĕвĕсем

04 февраля 2011 г.

Пирĕн ялăн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ интереслĕ те пуян. Иртнĕ çулăн историне Энĕшпуçсем ĕçре тунă ÿсĕмсемпе кĕрсе юлчĕç. Ентешсем çинчен тăван кĕтесĕмĕрте ырă хыпар илме яланах кăмăллă.

Акă пĕлтĕр ЧР Президенчĕн Указĕпе ял хуçалăх производствинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Лидия Николаевна Егорова «ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ята илме тивĕç пулнă. Вăл 1958 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. 1976 çулта ялти вăтам шкула, 1981-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1983 çулта «Атлашевский» совхозра зоотехник пулса ĕçлеме тытăннă. 1996 çулта ăна тĕп зоотехника уйăрса лартнă. Пысăк совхозра ĕçлеме пуçласан мĕн пур пĕлĕвне, пултарулăхне, ăсталăхне панă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ăста специалист пулнине кăтартнă.

Людмила Аркадьевна Федотова Шупашкарти 60-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе тăван ен культурине аслă категориллĕ вĕрентекен, этнографи музейне йĕркелекен тата унăн ертÿçи «История села Шоркистры в географических названиях» (2009) кĕнеке авторĕ. Пултаруллă учителе «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» ята (2004), «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» паллăна парса чысланă. Вăл 1959 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕнче çуралнă. 1976 çулта ялти шкултан, 1982 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕрентÿ ĕçĕнче нумай çул хушши ăнăçлă ĕçлесе çитĕнÿсем тунăшăн ăна 2010 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче ЧР Президенчĕн Указĕпе «ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята панă.

Çакна палăртни вырăнлă пулмалла: Л.Егоровăпа Л.Федотова иккĕшĕ те Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта пĕр класра вĕреннĕ тус-юлташсем, иккĕшĕ те пысăк наградăна пĕр çулта тивĕçрĕç.

Пĕтĕм республикипе паллă ентешĕн, 1946 çулта Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Яковлевăн, ЧР Аслă Сучĕн судйин, 1990-1994 çулсенче ЧР юстици министрĕ пулса ĕçленĕскерĕн, ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ юрисчĕн, «Верховный Суд Чувашской Республики: годы, события, лица» (2008) кĕнеке авторĕн иртнĕ çул Шупашкарта тепĕр кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унăн ячĕ - «Энциклопедия Верховного суда Чувашской Республики». Пĕлтĕр 27 çулхи Владимир Валерьевич Иванов, вĕри чĕреллĕ çамрăк ученăй-ентеш, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ экономика наукисен кандидачĕ ятне ăнăçлă хÿтĕленĕ.

Чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ, икĕ Олимпиадăна хутшăннă, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ Атайкасси хĕрĕ Светлана Владимировна Захарова марафонка пĕлтĕр Андорра княжествинче Европăри полицейскисемпе пушарниксен вăййисенче 800, 1500, 5000 м дистанцисенче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, Гонолулура иртнĕ марафон чупăвĕнче те кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ, пысăк çитĕнÿ тунă.

Шупашкарти 6-мĕш пушар чаçĕн начальникне Андрей Анатольевич Захарова подполковник звани панă. Вăл хăй те маттур, чаçĕ те малта.

2010 çулта Энĕшпуç ял тăрăхĕ республикăра тата Раççей МЧСĕн Атăлçи федераллă округĕнче халăха хăрушсăрлăх йĕркипе тивĕçтерес енĕпе ирттернĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Кунта ял тăрăх пуçлăхĕн О.Ивановăн тÿпи пысăк. Иртнĕ 2010 çул çине паянхи куçпа пăхсан чăнласах сумлă çитĕнÿсем турĕç хастар ентешсем. Вĕсем çуралнă ял ятне çĕнĕ шая çĕклерĕç.

Пĕлтĕр шкулти Çар мухтавĕн музейĕ 25 çул тултарчĕ, тĕрлĕ наградăсене тивĕçрĕ. Çитĕнÿ тăрăшнипе пулать. Çÿлте асăннă асра юлнă пулăмсем музейшăн паха материал пулĕ. Кăçал та ентешсемшĕн утас çулсем такăр пулччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика