04 февраля 2011 г.
Пушарник профессийĕ чи йывăррисенчен пĕри. Çулăма парăнтараканăн противогаз тăхăнса çăра тĕтĕм ăшĕнче çÿреме, нумай хутлă çуртсем çине хăпармалли пусма тăрăх хăвăрт улăхма пĕлмелле. Анчах ку кăна-и? Чи йывăрри, чи кирли вара - кашни минутрах хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр, пĕтĕм яваплăха хăй çине илсе тепĕр çын пурнăçне çăлса хăварма хатĕр пуласси.
Вут-çулăм алхасакан вырăнта пушар машини, пушарниксем - Турă вырăнĕнчех темелле. Шăпах çакăн пек çăлакансенчен пĕри вăл - Вăрмарти 39 номерлĕ пушар чаçĕн ĕçченĕ Владимир Викторович Чернов. 2007 çултанпа кунта пушарникре тăрăшать. Ятарласа Шупашкарти вĕрентÿ пунктĕнче малтан пушарнике 3 уйăх хушши, унтан пушар машинин водительне вĕренсе тухнă. Çулăма парăнтарнă çĕрте пушар машинин водителĕ те, пушар хуралĕн начальникĕ те, пушарниксем те пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2010 çулхи çу кунĕсем нумайăшĕн асĕнче шăрăх пулнипе, вăрмансем çуннипе асра юлчĕç. Августра Атăл леш енчи вăрмансене вут-çулăм ярса илсен мĕн пур вăя пуçтарса унти вут-çулăма сÿнтерме тытăннă. Çак паттăрла ĕçре пирĕн районти пушар чаçĕн пушарникĕсем те хутшăннă. В.Чернов Атăл леш енчи Северный поселокра пушар сÿнтернĕ çĕрте 4 хутчен пулнă. Ăна «Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе янă çĕрте палăрнăшăн», «2010 çулта пушарсене сÿнтернĕ çĕрте хутшăнакана» медальсемпе чысланă. Эçпепе ялĕнче пурăнакан Владимирăн икĕ хĕрĕ паттăр ашшĕпе мухтанаççĕ.
Пушар чаçĕнче ĕçлекенсем пĕрре те ахаль лармаççĕ. Хăйсен ятарлă кун йĕркине пăхăнса ĕçлеççĕ туслă коллективра. Унсăрăн май килмест. Спорт ăмăртăвĕсене те активлă хутшăнаççĕ. «Çын пурнăçне çăлса хăварас тесе вут-çулăма кĕнĕ чухне пĕрле ĕçлекенсем хăрушлăхра çав-çавах хăвармĕç тесе шикленместпĕр», – тет Владимир Чернов.