04 февраля 2011 г.
РФ Правительствин 2011 çулхи январĕн 26-мĕшĕнчи 21 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕсем, инвалидсене, ашшĕ е амăшĕсĕр тăрса юлнине пула паракан пенсисем 8,8 процент таран ÿснĕ.
Çапла февралĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинче ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕ вăтамран 607,5 тенкĕ ÿснĕ, вăтам ĕç пенсийĕ 7617 тенкĕпе танлашнă. Вăрмар районĕнчи вăтамран 512,16 тенкĕ ÿснĕ, 6758,91 тенкĕпе танлашнă. Инвалидсене паракан пенси Вăрмар районĕнче вăтамран 352, 54 тенкĕ ÿснĕ, 4395,39 тенкĕпе танлашнă, ашшĕ е амăшĕсĕр тăрса юлнине пула параканни районта вăтамран 337,70 тенкĕ хăпарнă, вăтам пенси 4121,42 тенке çитнĕ.
Кашни пенсионерăн ÿсĕм тĕрлĕрен, ку вăл малтанхи пенси калăпăшĕнчен килет. Чăваш Республикинче пенси ÿсĕмĕ 313 пин çынна, Вăрмар районĕнче – 6572 пенсионера пырса тивет. 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсие те ÿстерме палăртнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 512 номерлĕ «Пассажирсене тата багажа автомобильпе тата хулари электричество транспорчĕсемпе турттармалли тарифĕсем çинчен» Постановленийĕ февралĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Хула тăрăх пĕр йышши транспортпа пĕр уйăх çÿремелли билет хакĕ – 500 тенкĕ, икĕ йышши транспортпа çÿремелли – 665 тенкĕ. Ялсем хушшинче автотранспорт предприятийĕн автобусĕсемпе пĕр уйăх çÿремелли билетсен хакĕ çул инçĕшĕнчен килет: 5 км таран – 467 тенкĕ, 5-10 км – 594 , 10-15 км – 783 , 15-20 км – 922 тенкĕ. Вăрмартан Шупашкара çитмелли тулли билет хакĕ 137 тенкĕ, Çĕнĕ Шупашкара – 141 тенкĕ, Çĕрпÿ хулине – 77 тенкĕ. Вăрмартан Тикаш ялне çитме 34 тенкĕ, Саруйне – 39, Кивĕ Вĕренере –23.
Малашне шкул ачисем валли çăмăллăхлă майпа çÿремелли билетсем пулмĕç. Вĕсен пĕр уйăх хушши çÿремелли билетсене аслисемпе танах тÿлесе илмелле. Çапах та шкул ачисен çул çÿрев хакне компенсацилеме палăртнă.