04 февраля 2011 г.
Февралĕн пĕрремĕш кунĕнче районта ĕçлĕ çул-çÿревпе ЧР ял хуçалăх министрĕ - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ С.Павлов пулчĕ.
Чи малтанах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан делегаци - вĕсен шутĕнче вице-премьерпа пĕрле район пуçлăхĕ В.Павлов, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов - Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕç, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Çак шкула пĕлÿ илме районти 17 ялтан ачасем çÿреççĕ. Паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шкул çурчĕ вĕсемшĕн пур енчен те хăтлă.
Вăрмар поселокĕнче министрпа ытти яваплă çынсем райпо системине кĕрекен, тавара ирĕклĕ майпа туянмалли «Заря» лавккара пулчĕç. Сергей Владимирович апат-çимĕç таварĕсен хакĕсемпе паллашнă май вырăнти тавар туса кăларакансен продукцийĕсем республикăри вăтам хаксенчен йÿнĕрех, ку пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Райадминистрацин ларусен залĕнче иртнĕ пленарлă ларăва район пуçлăхĕ В.Павлов уçрĕ - унăн ĕçне предприятисемпе организацисен, учрежденисен, хуçалăхсен ертÿçисем, хула, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, депутатсем хутшăнчĕç - районăн 2010 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, 2011 çулта тумалли ĕçсемпе паллаштарма район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина сăмах пачĕ. Константин Владимирович туса ирттернĕ тата тумалли ĕçсем çинчен çур кун та калаçма пулать терĕ пулин те, сехете яхăн тăсăлнă докладра район пурнăçне, умра тăракан задачăсене питĕ уçăмлă çутатса пачĕ, электронлă презентаци те курăмлă пулчĕ. Çавăн пекех лару вăхăтĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Н.Зайцев, Г.Архипова, «Арабоси» агрофирма» тулли мар яваплă обществăн учредителĕ Ю.Удяков тухса калаçрĕç.
Ĕçлĕ канашлăва ял хуçалăх министрĕ - ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ С.Павлов пĕтĕмлетрĕ. Январь вĕçĕнче Мускавра Раççей ял хуçалăх министрĕ Е.Скрынник тата Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев çĕршывăн Ял хуçалăх министерствипе республикăн Министрсен Кабинечĕ хушшинчи килĕшÿсен пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Малтан шутланă тăрăх Чăваш Республики федераци бюджетĕнчен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан регионсене хушма пулăшу паракан субъектсен шутне кĕмелле. Уйăракан сумма вара пĕчĕк мар. Çавăн пекех Сергей Владимирович çĕрпе пĕлсе те кирлĕ пек усă курмаллине, çĕр çинче ĕçлекенсем валли кирлĕ условисем туса памаллине палăртрĕ, вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансене республикăра ирттерекен конкурссене хутшăнма чĕнсе каларĕ. Министрпа ытти яваплă çынсен çул-çÿревĕ Вăрмарти «ОВАС» тулли мар яваплă обществăна çитсе курнипе вĕçленчĕ.