АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон пулăшăвĕ малти вырăнта

04 февраля 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин председателĕн çумĕ - Раççей Федерацийĕн Правительствин Аппарачĕн ертÿçи В.Володин ертсе пынă патшалăх органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне информаци технологийĕсем кĕртес ыйтупа йĕркеленĕ видеоконференцие хутшăннă.

Михаил Васильевич республика территорийĕнче электрон мелĕпе патшалăх пулăшăвĕсене мĕнле кÿнипе тата календарь планне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Вăл Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен (функцийĕсен) официаллă Порталĕ тата Чăваш Республикин патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен (функцийĕсен) Реестрĕ (унта - 6 пин тĕрлĕ пулăшу) пуррине çирĕплетнĕ. Раççей Правительствин вице-премьерĕ Чăваш Ен ку енĕпе яланах малтисен ретĕнче пулнине çирĕплетнĕ. М.Игнатьев Чăваш Республикинчи патшалăх çыхăнупа информаци комитечĕн патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне информаци технологийĕсене кĕртес ыйтупа Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеме кирлине çирĕп асăрхаттарнă. Çавна май Президент видеоконференцие хутшăннă хăш-пĕр министра хушусем панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика