АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклăхпа тепĕр хут тĕл пулни

01 февраля 2011 г.

Çамрăк ĕмĕр çав тери кĕске, савăнса та юлаймастăн, çемье çавăрса килти ĕçсем ăшне путатăн.

Кăçал пире, 30-тан иртнĕ çынсене, Кĕтеснерти культура çурчĕн ĕçченĕсем парне туса пачĕç. Яшлăха аса илсе «Дискотека 80-х» ташă каçĕнче савăнмаллипех савăнтăмăр. Унта Хĕл Мучипе Юр пикене те чĕнме манман. Вĕсем пире ачасем пек чăрăш айĕнче сăвă калаттарчĕç, конфетсемпе хăналарĕç. Самантлăха асамлă ачалăх тĕнчине каялла лекнĕн туйăнчĕ. Çветкесем «хăратса» çÿрерĕç, вăйăсем выляттарчĕç.

Эпир ташă каçĕнчен çамрăкланса таврăнтăмăр. Мăшăрпала çамрăк чухнехи пек тин кăна паллашнăн туйрăмăр.

Культура çурчĕн ĕçченĕсене çакăн пек ташă каçĕсем малашне те йĕркелеме ыйтрăмăр. Вĕсем хаваспах килĕшсе февралĕн 14-мĕшĕнче, Çветтуй Валентин кунĕнче, тепĕр ташă каçĕ йĕркелеме палăртрĕç. Уншăн эпир культура çурчĕн директорне Л.Ломоносована чĕререн тав тăватпăр, малашнехи ĕçре çитĕнÿсем тума сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика