АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ кĕнеке калăпланчĕ

01 февраля 2011 г.

Нумаях пулмасть унăн тарăн, философиллĕ шухăшлă сăвăсен пуххи вулакансем патне çитрĕ. Ăна калăплаканĕ хамăр ентеш, Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Дорофеева. «Хĕрлĕ ялав» район хаçатне мĕн çамрăкранах тĕрлĕ тематикăллă сăвăсем çырса тăнă, вулаканĕсем (вăл шутра эпĕ те) унăн сăввисене чăн та хаваспах вуланă, вулатпăр та. Унран яланах: «Мĕншĕн кĕнекен пухса кăлармастăн; - теттĕмĕр. «Чăнах та, шухăша путаттăм», - аса илет хавхаланса Татьяна.

Манăн алăра тин кăна пичетленсе тухнă «Постучала ночь в окошко» сăвăсен пуххи. Хайлавсене вуламашкăн çав тери кăсăклă. Мĕншĕн тесен сăвăсенчи калăпланă йĕркесем тарăн шухăшлă, шалта пытарăннă. Автор лирикăллă герой сăнарĕ урлă хĕрарăм шăпине, унăн пăшăрханăвне, чунри ыратăвне уçса парать.

Апла пулсан сăвăсем пуян шухăш-туйăмлă. Тĕслĕхрен, кĕнекере (мана уйрăмах килĕшрĕ) 94-мĕш страницăра юрату сăнарне еплерех калăплать: юрату унăн пĕтĕм çĕрте - хăйĕн енлĕ çурчĕ, тăван ялĕ, тăван тавралăх - пурне те юратса, хисеплесе пăхать вăл. Иисус Христосăн «Да любите друг друга» заповедьне кĕнекере тата чăн пурнăçра тĕпре тытать. Пуриншĕн те авторăн чунĕ хурланать, сăмахран

«Мне важно все: за все болею.

Иначе жить я не умею», -

палăртать вăл. Çынсемпе тĕл пулса калаçма юратать, вĕсене пулăшма тăрăшать, çавăн пекех тĕрлĕ культура вучахĕсенче пулса курма ăнтăлать, тĕрĕсмарлăха чунтан кураймасть, хĕрарăма кÿрентерине чăтма пултараймасть - çакă пĕтĕмпех кĕнеке шăнăрĕнче.

Вулакансене те вăл:

... «Не читать бездумно...»

..................................................

«Я не против похвалы.

И приму оценку.

Сколько б горькой ни была,

Разберу ошибку», -

тесе чĕнсе калать.

Кунтах вăл литература тĕнчине кĕме пулăшнă çывăх çынсене - амăшне Альбина Александровнана, пĕрремĕш вĕрентекене - Р.Васильевана, аслă классенче литература вĕрентнĕ С.Теплована, О.Иванована, Украина çыравçине М.Фролована тав сăмахĕ калать. .

Кĕнекене вулама кăмăл тăвакансене районти библиотекăра кĕтеççĕ.

Кĕнеке туянас текенсем, районти хаçат редакцийĕнчен килсе илме пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика