АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци радиовĕ пирки

01 февраля 2011 г.

Кĕлкеш ял тăрăхĕн территорийĕнче Чăваш наци радиовне итлеме май çук.

С.Данилова. Кĕлкеш ялĕ.

ЧР Культура министерствинчен çакăн пек хурав килчĕ: хальхи вăхăтра Чăваш наци радиовĕ УКВ 72,41 МГц частотапа хыпарлать. Передатчик Йĕпреç поселокĕнче вырнаçнине кура хыпарлав зони республикăн кăнтăр пайне «хупăрлать». Хыпарлав радиусĕ 50 км яхăн. Республикăн çурçĕр енче радиокăларăмсене Çĕрпÿ хулинчи передатчик урлă FM 105,0 МГц частотапа эфира кăларма палăртнă. Çак частотан хыпарлав зонине Шупашкар хули те кĕрет, çавна май федераци саккунĕ лицензи илмелли конкурс ирттерме хистет. Ăна кăçалхи февральте йĕркелеме пăхнă. Апла пулсан часах Кĕлкешре те Чăваш наци радиовне итлеме май пулĕ.

Чăваш наци радиовне çавăн пекех Интернет сетĕнче www.nradio. cap.ru адреспа итлеме пулать.

Сăмах май

Кăçал республикăра телевидени каналĕ тăвас енĕпе те ĕç пырать. 2010 çулхи декабрьтен Чăваш наци радиовĕн ячĕ улшăннă, халĕ вăл «Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ» ятлă. Раççейре периодика изданийĕсен тиражĕсем чакса пыраççĕ пулсан, пирĕн республикăра район тата хула хаçачĕсене çырăнса илекенсен йышĕ ÿссех пырать. Палăртма кăмăллă, 2011 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат та 3 пин ытла тиражпа тухма пуçларĕ (2010 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче хаçат вăтамран 2770 экземплярпа сарăлнă). Эппин, эсир пире шанатăр, çак шанăçа эпир тÿрре кăларма тăрăшатпăр.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика