АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх пур – эппин пурăнатпăр

01 февраля 2011 г.

Район центрĕнчен аяккарах вырнаçнă ялсем пирки сăмах пуçарнă май, манăн кăштах та пулин ун историйĕпе паллаштарас кăмăл пур. Сăмахăм ку хутĕнче Çĕнĕ Вĕренер ялĕ пирки пырĕ.

1670 çулхи декабрь уйăхĕнче Степан Разин ертсе пынă хресчен вăрçи вăхăтĕнче патшана присяга паман е панă хыççăн та пăлхав пуçаракан ялсене çырса тухнă. Çав шутра Çĕрпÿ уесне кĕрекен ытти ялсемпе пĕрле Муратово ятне те çак ял çĕрĕн общини икĕ ялтан тăрать тесе çырнă. (В.Д. Димитриев, «Феодализм тапхăрĕнчи Чăваш çĕршывĕ», Шупашкар, 1986). Çак общинăра Кивĕ Вĕренерпе Çĕнĕ Вĕренер ялĕсем пулни паллă. 1670 çул вĕçнелле Кивĕ Вĕренер Йăвăнчăран уйрăлнă, хальхи вырăна куçнă. Ял çыннисен пĕр ушкăнĕ вара урăх çĕре куçса Çĕнĕ Вĕренер ялне пуçарса янă. Ял ячĕсем çумне вара «Кивĕ», «Çĕнĕ» сăмахсем хушма тивнĕ.

1883 çулта Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче Çветуй Гурий пĕрлĕхĕн шкулĕ уçăлать. Унта вырăсран тухнă В.Тоябинский вĕрентекен ĕçлеме тытăнать. Кавалти В.Ильинский священник асăннă шкула пăхса тăраканĕ пулнă. Кунта пурĕ 10 арçын ача тата пĕр хĕр ача вĕреннĕ.

1902 çулта çак шкулта 29 арçын ача тата 9 хĕр ача пĕлÿ пухать.

Хальхи вăхăтра асăннă ялта пурĕ 140 çын пурăнать. Ытларахăшĕ - аслă ăрури çынсем. Ялта райпо, уйрăм çын лавкки, культура вучахĕ ĕçлеççĕ. Унччен маларах ялти пуçламăш классене вĕрентекен шкул пулнă, халĕ вăл хупăннă. Шкул ачисене пĕлÿ пухма шкул автобусĕпе Мăнçырмана илсе çÿреççĕ.

Райпо лавккинче сутуçă пулса çак ялтах çуралса ÿснĕ, тĕпленнĕ Валерий Васильевич Степанов ĕçлет. Вăл халăха кирлĕ таварпа вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Вырăнти ял халăхĕ те ун ĕçĕпе кăмăллă. 300 яхăн тĕрлĕ тавар сĕнет вăл туянакана. Арçын сутуçă пирĕн таврара сайра тĕл пулать пулин те, хăйĕн ĕçне Валерий Васильевич лайăх пурнăçласа пырать. Çăкăрпа булка изделийĕсем, тĕрлĕ йышши кăлпасси, çурма фабрикат, ял хуçалăхĕнче кирлĕ таварсем сентресем çинчен талмаççĕ.

Ялти çамрăксен канăвне йĕркелессипе Алсу Демьянова культорганизатор тăрăшса вăй хурать. Вăл кунти çамрăк ăрупа тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах ирттерет. Пысăк уявсенче те вырăнти халăх йышлăн пуçтарăнать культура вучахне. Çĕнĕ çул уявĕсем те кунта савăнăçлă иртнĕ, ватти-вĕтти пур кăмăлтан савăннă. Анчах та асăннă клубра пĕр çитменлĕх пур. Кунта хĕрт-сурт çукрах, клубра сивĕ хуçаланать. Укçа-тенкĕ çуккипе хутса ăшăтмалли материалсем туянайман.

Н.Волкова фельдшер кунта пурăнакансен сывлăхĕсене тимлет. Вăл вĕсене пулăшу кирлĕ чухне килрен киле çÿресе сывлăхĕсене тĕрĕслет. Н.Николаева, Г.Архипова тата ытти социаллă пулăшу паракансем ватăсене пăхса тăраççĕ, вĕсем патĕнче кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Альбина Алексеевна Иванова почтальон Çĕнĕ Вĕренерте пурăнакансене хаçат-журналсемпе тăтăшах тивĕçтерсе тăрать, çав шутра районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата та активлă çырăнтарать.

Пысăках мар ялта çурт-йĕр хăпартассипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Акă «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн Галина Николаевна Архипова çурт-йĕр хăпартама патшалăх пулăшăвĕ илнĕ.

Ял хуçалăх ĕçĕсене те активлă хутшăнаççĕ çĕнĕвĕренерсем. Çуллахи вăхăтра «Ресурсы» агрофирмăн 4 гектарĕ çинче вырнаçнă хăмла плантацийĕнче тăрăшса вăй хураççĕ. Çак ялта ал ĕç ăстисем те пур. Сăмахран, Марина Васильевна Александрова тĕрлеме ăста. Вăл мĕн пĕчĕкрен çак ĕçе амăшĕнчен вĕренсе ÿснĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен Мăнçырмари пекарньăра тăрăшса вăй хунă. Каярахпа ялта хăмла участокĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем мăшăрĕпе Василий Александровичпа. Анчах та пушă вăхăтра хăйĕн юратнă ĕçне вăл хаваспах пурнăçлать. Кил-çурчĕ унăн тĕрĕ ăшне путнă тейĕн. Ăста аллисемпе тĕрленĕ тĕрлĕ йышши кавирсем, минтер пичĕсем, ал шăллисем, вырăн çивиттисем тата ытти тĕрлĕ япаласем чылай унăн. Унпа пĕрлех ачисем, мăнукĕсем валли нуски-алсиш та çыхать. Пĕтĕмĕшле каласан пур ĕçе те ăста Марина Васильевна.

Çĕнĕ Вĕренерте çамрăк çемьесем те пур. Вĕсем аслă ăрури çынсене пулăшса, пăхса тăраççĕ. Ял уявĕнче те пысăк активлăхпа палăраççĕ. Çĕнĕ Вĕренертен тухнă, Раççейĕн тĕрлĕ районĕсенче пурăнакан çамрăксем йышлăн килеççĕ. Мана çак ялпа тĕплĕнрех паллашма кунта чылай çул клуб заведующийĕнче ĕçленĕ А.Павлова пулăшрĕ. Çак пултаруллă хĕрарăм клуб заведующийĕнче ĕçленĕ вăхăтра ялăн культура аталанăвĕшĕн чылай тăрăшрĕ. Ватти-вĕтти талма пĕлмен клубран. Паянхи кун ун çинчен ял çыннисем лайăхпа кăна калаççĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан инфратытăм аталанать - кунта çут çанталă газĕ кĕртнĕ, ял патне çити асфальтлă çул сарнă, шывпа та туллин тивĕçтереççĕ пурăнакансене. Апла пулсан ялăн малашлăхĕ пур-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика